#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин октябрӗн 14-мӗшӗнче «Норильский никель» пуҫлӑхӗпе Владимир Потанинпа тӗл пулнӑ.
«Кӑҫал «Норникель» 90 ҫул тултарать, ҫавӑнпа та эпӗ чи малтан пирӗн компани коллективӗнчен компани тивӗҫнӗ наградӑшӑн — ӗҫри хастарлӑхшӑн панӑ орденшӑн — тав сӑмахӗсем калас тетĕп», — каласа кӑтартнă Потанин.
Потанин ҫакна уйрӑмах хальхи условисенче, продукцин тӗнчери хакӗсем чакнӑ, логистикӑпа тӳлев сыпăкĕсене пӑснӑ, ҫавӑн пекех компанишӗн хӑнӑхман ҫӗнӗ рыноксем ҫине куҫмалла пулнӑ вӑхӑтра, питӗ кирлӗ пулнине палӑртнă.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр «Норникель» никель, платиноид тата ытти чылай тавар туса илессинче малти вырӑнсене вĕçертмест. Потанин каланӑ тӑрӑх, компани юлашки пилӗк ҫулта пур тӗп метала та ҫирӗп туса кӑларма пӑрахмасть.
«Пирӗн платиноидсем те, ылтӑн та, сайра тӗл пулакан металсем те пур, вӗсемпе эпир пӗтӗмпех хамӑр ҫӗршывра мӗн кирлине саплатпӑр», — хушса хунă вӑл.
Потанин сӑмахӗсемпе, продукцин ытлашши калӑпӑшне тӗнче рынокне ӑнӑҫлӑ экспортлаҫҫӗ. Компани продукцийӗн тӗп пайне ют ҫӗршывсенче сутаҫҫӗ, ҫакӑ ӑна лайӑх тата ҫирӗп пулма май парать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/
https://iz.ru/1972492/2025-10-14/putin-provel-vstrechu-s-glavoi-nornikelia-potaninym