-21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлекри 3-мӗш вӑтам шкулӑн 11 класӗнче вӗренекенсем Пишпÿлек районĕнчи РЭСра экскурсире пулнă. А.Г. Юмагулов тӗп инженер мастерсен, электромонтерсен, водитель-электромонтерсен, крановщиксен профессийӗ ҫинчен питӗ интереслӗ те илӗртӳллӗ каласа панă. Пишпÿлек РЭСĕн территорийӗпе экскурси ирттернӗ, тӗп пӳлӗмсене кӑтартнă, ҫак пӳлӗмсенче мӗнле ӗҫ туса ирттерни ҫинчен каласа панă.
Экскурси пӗлӳллӗ пулнă, ачасем ҫӗннине нумай пӗлнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мӗш вӑтам шкулӑн социаллă сетьри страницинчен.