Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалĕн вӗренсе тухакан ушкӑнсен студенчӗсем «отраслевой час» форматпа Калинин ячӗллӗ АП ООО ӗҫ параканӗпе тӗл пулнă.
Колледж студенчӗсем ӗҫ паракансемпе тӗл пулни ӗҫе вырнаҫас тӗлӗшпе пӗрремӗш утӑм пулса тăрать.
Ӗҫ паракан студентсене тӗп ӗҫ-хӗлĕ çинчен каласа панă. Тӗлпулу питӗ туслӑ та ансат лару-тӑрура иртнӗ. Кунашкал тӗлпулусем питӗ пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем студентсене потенциаллӑ ӗҫ паракансен сӗнӗвӗсем ҫинчен информаципе тивӗҫтерме май параҫҫӗ, ӗҫ тытăмӗ енчен те, унӑн условийӗсем енчен те, ҫавӑн пекех вӗсен пулас профессийӗн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен тӳрремӗнех пӗлме май параҫҫӗ, вӗсене пулас ӗҫе вырнаҫас ыйтӑва татса пама шанӑҫ параҫҫӗ.
Мероприятие ӗҫпе тивӗҫтерекен центр инспекторӗ хутшăннă, вăл халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен служба ӗҫе вырнаҫма пулӑшас тӗллевпе пурнӑҫлакан программӑсемпе паллаштарнă.
#Бижбуляк_занятость #ЯтрудРБ #РаботаВРоссии #Занятость
#Минтрудрб
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалĕн социаллă сетьри страницинчен.