#владимирпутин
Путин: Раҫҫейӗн биоресурссен хӑйне евӗрлӗ запасӗсем пур.
Раҫҫейӗн биоресурссен хӑйне евӗрлӗ запасӗсем пур, вӗсене усламҫӑсем патне ҫитиччен турттарассине тивӗҫтерни пӗлтерӗшлӗ. Кун пирки октябрĕн 29-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин правительство членӗсемпе ирттернӗ лару вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ.
«Раҫҫейӗн биоресурссен запасӗсем хӑйне евӗрлӗ, вӗсене тупасси кӑна мар, тирпейлесе турттарассине тивӗҫтересси те питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ Путин.
Раҫҫей ертӳҫи РФ правительстви ҫӗршывра пулӑ хуҫалӑхне аталантарассипе системӑлла ӗҫленине палӑртнӑ, çавӑн пекех Раҫҫейре пулӑ промысли карапӗсем туни ҫинчен уйрӑммӑн пӗлтерме ыйтнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/