Çутă çул
-21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
13 Ноябрӗн 2025, 10:34

Пушкӑртра пурӑнакансем налуксене онлайн мелпе тӳлеме пултараҫҫӗ

Налук пӗлтерӗвӗсене илме тата налуксене хӑтлӑ майпа ФНС сайтӗнчи харпӑр кабинетра тата «Налоги ФЛ» мобильлӗ приложенире тӳлеме пулать, тесе пӗлтернĕ ПР тăрăх УФНСра.

Госуслуги порталӗн усӑ куракан аккаунчӗпе усӑ курса харпӑр кабинета кӗме пулать. Ҫавӑн пекех МФЦ е налук органне кайса харпӑр кабинета кӗме регистраци картти илме пулать. Ҫумра ҫын пулнине ӗнентерекен документ пулмалла.
 
Налук пӗлтерӗвӗсене илме тата налуксене патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче те тӳлеме пулать, малтан тивӗҫлӗ функцие ҫыхӑнтарса. Ҫакна мӗнле тумаллине ФНС сайтӗнчи «Госуслугăри налук пӗлтерӗвӗсем» промостраницӑра пӗлме пулать.
 
Аса илтеретпӗр, 2024 ҫулта налук агенчӗсем тытса чарман пурлӑх налукӗсене тата уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен илекен налука декабрӗн 1-мӗшӗнчен кая мар тӳлемелле.
 
Инфографика: ПР тăрăх УФНС.
 
Пушкӑртра пурӑнакансем налуксене онлайн мелпе тӳлеме пултараҫҫӗ
Пушкӑртра пурӑнакансем налуксене онлайн мелпе тӳлеме пултараҫҫӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас