Çутă çул
-21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
19 Ноябрӗн 2025, 11:11

Ноябрӗн 21-мӗшӗ — Раҫҫейре бухгалтер кунӗ

Пишпÿлек районӗн тӗп больницин бухгалтерӗ Татьяна Варикова хӑйӗн ӗҫне юратать.

Ноябрӗн 21-мӗшӗ — Раҫҫейре бухгалтер кунӗ
Ноябрӗн 21-мӗшӗ — Раҫҫейре бухгалтер кунӗ

 «Медицинӑна кайма палӑртманчĕ, анчах медицина мана суйларĕ».

Пишпÿлек районӗн тӗп больницин бухгалтерӗ Татьяна Варикова хӑйӗн ӗҫне юратать

Цифрӑсем кӑткӑс схемӑсене ҫыхланакан экономика лабиринчӗсенче бухгалтер учетчик кӑна мар, финанс чӑнлӑхӗн архитекторӗ пулса тӑрать. Унӑн ӗҫӗ — кирек мӗнле предприятишӗн те ҫирӗп никӗс, пӗчӗк бизнесран пуҫласа улӑпла корпораци таранах. Паян бухгалтер цифрӑсемпе ӗҫлекен çын кăна мар, чылай ытларах. Ку вӑл — панӑскерсене тишкерекен, туртӑмсене тупса палӑртакан тата предприяти ӗҫне оптимизацилеме паха сӗнӳсем паракан эксперт. Унӑн саккунри юлашки улшӑнусене пӗлсе тӑмалла, ҫӗнӗ технологисене алла илмелле, хальхи программа продукчӗсемпе ӗҫлеме пӗлмелле. Бухгалтер ӗҫӗ, профсоюз пурнӑҫӗ ҫинчен Пишпÿлек районӗн тӗп больницин бухгалтерӗпе Татьяна ВАРИКОВАПА калаҫатпӑр.

— Татьяна Валерьевна, пуҫлар-ха. Ӑҫта вӗреннӗ, профессие мӗнле килнӗ?

— Эпӗ Пишпÿлекре ҫуралса ӳснӗ, 2-мӗш вӑтам шкулта вӗреннӗ. Шкул хыҫҫӑн Уфари финанспа экономика колледжне «Патшалӑх тата муниципалитет финансӗсем» специальноҫпа вӗренме кӗтĕм. Каярах Пӗтӗм Раҫҫейри куҫӑн мар майпа финанспа экономика институтӗнче (ВЗФЭИ) аслӑ пӗлӳ илтĕм. Тӳррипе каласан, профессие мана аслă аппа — Елена Николаевна илсе килчĕ. Вӑл районти вӗрентӳ пайӗнче тӗп бухгалтерта ӗҫленӗ. Эпӗ вӑл цифрӑсене, документсене лайӑх пӗлсе тӑнине, пысӑк решенисем йышӑннине кураттăм, манӑн та ҫавӑн пекех пулас килетчӗ. Атте-анне те яланах пулӑшатчӗҫ, ҫакӑншӑн вӗсене пысӑк тав.

— Медицина бухгалтерине кашниех илме хӑяймӗ теҫҫӗ.

— Кулӑшла, анчах студент ҫулӗсенче эпӗ хама хытарсах калаттӑм: «Сывлӑх сыхлавӗ кӑна мар! Унта чи кӑткӑсси» тесе. Эпир мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн ӗҫ укҫи шутламалли задачӑсене шутлаттӑмӑр, медицина ӗҫченӗсен шутлавӗ мана темле асамлӑх пек туйӑнатчӗ. Анчах пурнӑҫ ироние юратать: практикӑна эпӗ шӑпах Пишпÿлекри тĕп больницара иртрĕм, диплом Пишпÿлекри тĕп больница пирки ҫыртӑм... акӑ ӗнтӗ темиҫе ҫул кунта ӗҫ укҫине шутлакан бухгалтерӗ пулса ӗҫлетӗп. Малтан йывӑрччӗ — каҫсерен лараттӑм, документсемпе «туслашатăм». Халӗ вара кӳршӗ районсенчи ӗҫтешсене консультаци паратӑп. Ҫапла пурте опытпа килет.

— Пишпÿлек районӗн тӗп больницин коллективӗнче сире ĕçлеме мӗнле пек?

— Коллектив пирӗн тӗлӗнмелле: ӑшӑ кӑмӑллӑ, туслӑ, шӳте ăнланакан, пӗр-пӗрне пулӑшаççĕ. Чи кирли те — кашниех пулӑшма хатӗр. Ку вара бухгалеринче питӗ кирлӗ: тепӗр чухне опытлӑ ӗҫтешӗн пӗр куҫӗ пӗр сехет вӑхӑта тата пӗр тӗрке нервсене перекетлет.

— Эсир профсоюз ӗҫӗпе хастар ӗҫлетӗр. Мӗнрен пуҫланнӑ-ха пурте?

— Вӗренӳ пайӗнче эпӗ казначей пулнӑ. Ку манӑн пӗрремӗш «профсоюз яваплӑхӗ» пулчӗ. Пишпÿлекри тĕп больницана килсен вара тӳрех ӗҫе кӳлӗнтӗм. Мӗншӗн кӗнӗ? Мӗншӗн тесен профсоюз вӑл член билечӗ кӑна мар. Ку — команда. Ку — хӳтлӗх. Ку вӑл ӗҫченсен интересӗсене хӳтӗлеме, ҫынсене пулӑшма, мероприятисене йĕркелеме, пуҫарулӑха аталантарма май парать. Хӑшӗн-пӗрин профсоюз хут татӑкӗсемпе ҫыхӑннӑ, манӑн вара — ҫынсемпе, ӗҫсемпе, хусканупа.

— Эсир профсоюзӑн тата районти тӗп больницӑн социаллă сечӗсене тытса пыратӑр, калас пулать, питӗ ӑнӑҫлӑ. Мӗнле тӑвас терӗр-ха ӑна?

— Ҫӗннине вĕренме юрататӑп. Тахӑш самантра ҫапла сӗнтĕм: «Атьӑр-ха, эпӗ соцсетьсемпе аппаланам!» — тесе, çапла пуçланса кайрĕ… ПР профсоюзӗ конкурс çинчен пӗлтерсен, шухӑш хыпса илчĕ. Эпир пуҫламӑш профсоюз организацийӗн председателӗпе Флюр Давлетшинпа пӗрле ӗҫлерӗмӗр. Пушкӑртстан Республикинчи 300 яхӑн сотрудник медицина организацийӗсен хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑнтӑмӑр. Ку кӗтмен, анчах питӗ хавхалантаракан ҫӗнтерӳ пулчӗ. Халӗ Пишпÿлекри тĕп больницан страницине те илсе пыратӑп. Ӗҫтешсене тав тӑватӑп: вӗсем пулӑшаҫҫӗ, сăнÿкерчĕксем ÿкереççĕ, хыпарсем яраҫҫӗ — вӗсен хастарлӑхӗсӗр нимӗн те пулмӗччӗ.

— Сирӗн ӗҫ кунӗсем кулӑшла пулӑмсемсӗр иртмеҫҫӗ пулӗ те?

— Бухгалтери историпе пуян сфера. Пирӗн шӳтлеҫҫӗ: «камӑн кулӑш туйӑмӗ ҫук — бухгалтерине кӗме юрамасть». Тепӗр чухне ӗҫ укҫине яланхи пек шутлани те кӗтмен-туман ҫаврӑмсемпе квест пулса тӑрать. Уйӑх вӗҫӗнче пурте пӗр пус юлмиччен пухӑнсан вара — ку пӗчӗк професси ҫӗнтерӗвӗ ӗнтӗ.

— Ҫемье пирки кӑштах. Епле пурне те пӗрлештерме май килет?

— Манӑн чаплӑ ҫемье тата питӗ хастар. Александр упӑшка Çурҫӗрте вахтӑпа ӗҫлет. Ульяна хӗр ишессипе тата волейболпа аппаланать, Владимир ывăл пур ӗҫе те йӗркипе туса пӑхать: футбол, хоккей, бокс, ишесси — хӑйӗн туртăмне шырать. Эпир — спортпа туслă: эпӗ хам та мероприятисене хутшӑнатӑп, нумаях пулмасть ишме хӑнӑхма пуҫларӑм. Лев Олегович Агеев тренера питӗ пысӑк тав: унсӑрӑн эпӗ шыва бортикран малалла кӗмӗттӗм!

— Юлашкинчен вара: Бухгалтер кунӗнче ӗҫтешӗрсене мӗн каласшӑн пулнӑ пулӑттӑр?

— Хаклӑ ӗҫтешсем, сире пирӗн профессиллӗ уяв ячӗпе саламлатӑп! Отчетлӑ тапхӑрсем лӑпкӑ пулччӑр, цифрăсем ҫӑмӑллӑнах пӗрлешчӗр, ӗҫ вара кӑмӑллӑ пултӑр. Ырлӑх, сывлӑх, чӑтӑмлӑх, хавхалану тата пулӑшу сунатӑп. Бухгалтер вӑл професси кӑна мар, вӑл яваплӑх, тӗрӗслӗх, шалти вӑй. Сирӗн пурнӑҫра ырӑ ҫынсем ытларах, савӑнӑҫсем нумайрах, авралсем сахалтарах пулччӑр.

Галина ВАРИКОВА калаçнă.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Галина Варикова.

Ноябрӗн 21-мӗшӗ — Раҫҫейре бухгалтер кунӗ
Ноябрӗн 21-мӗшӗ — Раҫҫейре бухгалтер кунӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас