Çутă çул
-21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
21 Ноябрӗн 2025, 15:21

Марат Хуснуллинпа Радий Хабиров Пушкӑртри ҫул-йӗрсене аталантарассине сӳтсе явнă

Мускаври «Раҫҫей транспорчӗ» Пӗтӗм тӗнчери XIX форумра Раҫҫей правительствин председателӗн ҫумӗ Марат Хуснуллин тата Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тӗл пулнă.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче республика наци проекчӗсене мӗнле пурнӑҫланине тата инфратытӑмӑн пысӑк объекчӗсене хӑпартассине сӳтсе явнă. Марат Хуснуллин Пушкӑртстанри строительствӑпа транспорт отраслӗсенчи лайӑх динамикӑна палӑртнă, М-12 «Восток» трасса участокӗпе Дюртюлинчен пуҫласа Ачита ҫити ҫӳреме тытӑннине асӑннă. «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» ҫӗнӗ наци проектне пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑрасси пӗлтерӗшлӗ пулнине те палӑртнă вӑл.

Радий Хабиров федераци центрне социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пуҫарусене пурнӑҫа кӗртме пулӑшнӑшӑн, ҫав шутра Уфара «Кӑнтӑр хапхи» проекта вӗҫленӗшӗн тав тунӑ. Регион пуҫлӑхӗ проектлакан чылай объектпа ҫул валли федераци укҫи-тенкипе заявкӑсем хатӗрлеме плансем пирки пӗлтернӗ.

Уйрӑммӑн тӗлпулура Уфан Кӑнтӑр обходне тата тӗп хулан ҫурҫӗр пайӗнчи Шуратăл урлӑ каҫмалли кӗпере тӑвас ыйтусене пӑхса тухнă, ӑна концесси шайӗнче хӑпартма палӑртнӑ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2025-11-21/marat-husnullin-i-radiy-habirov-obsudili-razvitie-dorozhnoy-seti-bashkirii-4476169

Марат Хуснуллинпа Радий Хабиров Пушкӑртри ҫул-йӗрсене аталантарассине сӳтсе явнă
Марат Хуснуллинпа Радий Хабиров Пушкӑртри ҫул-йӗрсене аталантарассине сӳтсе явнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас