Çутă çул
-21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
27 Ноябрӗн 2025, 11:58

ПР суту-илӳпе пулӑшу министрӗн ҫумӗ Пишпÿлекре пулнă

Пушкӑртстан Республикин суту-илӳпе пулӑшу министрӗн ҫумӗ Ильгам Закирович Бикбулатов Пишпÿлек районӗнче граждансене вырăна тухса ирттерекен куҫăн йышӑнура йышăннă.

ПР суту-илӳпе пулӑшу министрӗн ҫумӗ Пишпÿлекре пулнă
ПР суту-илӳпе пулӑшу министрӗн ҫумӗ Пишпÿлекре пулнă

2025 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче Пушкӑртстан Республикин суту-илӳпе пулӑшу министрӗн ҫумӗ Ильгам Закирович Бикбулатов Пишпÿлек районӗнче граждансене вырăна тухса ирттерекен куҫăн йышӑнура йышăннă.

Йышӑну вӑхӑтӗнче ҫак ыйтусене ҫӗкленӗ:
▪️Аит ял Совет пуҫлӑхĕ Расиль Фаатович Гимазетдинов вырӑнти РАЙПОна тухса ҫӳрекен суту-илӗве йӗркелеме транспортпа тивӗҫтерме пулӑшма ыйтнă. Ку аякри ялсенче пурӑнакансене чи кирлӗ таварсемпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе пӗлтерӗшлӗ утӑм.
▪️Ситекпуç ял старости Галина Скоробогатова министр ҫумӗпе сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗплетме пулӑшакан «Урӑ ял», конкурсӑн деталӗсене сӳтсе явнӑ.
▪️Пишпÿлекри РАЙПО председателӗ Ринат Рафисович Гареев республикӑра алкоголь продукцийӗн вӑрттӑн ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешессине хытарасси пирки сӑмах хускатнă.
Ҫавӑн пекех Ильгам Закирович Пишпÿлекри РАЙПОн производство цехне ҫитсе курнӑ, вырӑнти производителӗн вӑй-хӑватне хӑй хаклама тӑрӑшнӑ.
Килнӗ мӗнпур ҫӑхава тӗрӗслеве илнӗ. Ӗҫ малалла пырать!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz?from=groups

 

 

 

 

 

ПР суту-илӳпе пулӑшу министрӗн ҫумӗ Пишпÿлекре пулнă
ПР суту-илӳпе пулӑшу министрӗн ҫумӗ Пишпÿлекре пулнă
ПР суту-илӳпе пулӑшу министрӗн ҫумӗ Пишпÿлекре пулнă
ПР суту-илӳпе пулӑшу министрӗн ҫумӗ Пишпÿлекре пулнă
ПР суту-илӳпе пулӑшу министрӗн ҫумӗ Пишпÿлекре пулнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас