Çутă çул
-21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
14 Кӑрлач , 09:50

Путин Ярославль облаҫӗн губернаторĕпе регион аталанӑвне сӳтсе явнӑ

#владимирпутин

Путин Ярославль облаҫӗн губернаторĕпе регион аталанӑвне сӳтсе явнӑ
Путин Ярославль облаҫӗн губернаторĕпе регион аталанӑвне сӳтсе явнӑ

 

#владимирпутин

 

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Ярославль облаҫӗн губернаторӗпе Михаил Евраевпа регион аталанӑвне сӳтсе явнӑ. Кун пирки январĕн 13-мӗшӗнче Кремлӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.

«Владимир Путин Ярославль облаҫӗн губернаторӗпе Михаил Евраевпа тӗл пулнӑ. Регион пуҫлӑхӗ Президента Ярославль облаҫӗн аталанӑвӗн динамики пирки пӗлтернӗ», — тенӗ Кремлӗн Telegram-каналӗнче.

Евраев пӗлтернӗ тӗп ҫитӗнӳсен шутӗнче — облаҫри бюджет тӑватӑ ҫул хушшинче 50 процент ӳсни, туристсен юхӑмне икӗ хут 12,5 миллион ҫын таран ӳстерни, транспортӑн 81 процентне ҫӗнетсе 2,1 пин ҫухрӑм ҫула юсани.

Губернатор пӗлтернӗ тӑрӑх, регионта ҫавӑн пекех ача-пӑча больницин ҫӗнӗ корпусне туса пӗтереҫҫӗ, «Золотое кольцо» халӑхсен хушшинчи аэропорта ытларах уйрӑм инвестицисем шучӗпе тӑваҫҫӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://kremlin.ru/events/president/news/79003.

https://iz.ru/2023858/2026-01-13/putin-obsudil-s-gubernatorom-iaroslavskoi-oblasti-razvitie-regiona

 

Путин Ярославль облаҫӗн губернаторĕпе регион аталанӑвне сӳтсе явнӑ
Путин Ярославль облаҫӗн губернаторĕпе регион аталанӑвне сӳтсе явнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас