#владимирпутин
Санкт-Петербург губернаторĕ Александр Беглов январӗн 26-мӗшӗнче ӗҫлӗ тӗлпулу вӑхӑтӗнче РФ президентне Владимир Путина хула проекчӗсене -сӑмахран, транспорт инфратытӑмне - пурнӑҫлани пирки пӗлтернӗ.
Акӑ, ҫӗнӗ ҫул умӗн темиҫе района ҫыхӑнтаракан хӑвӑрт ҫӳрекен трамвай маршрутне хута янӑ.
«Ку пилӗк пост, тӑватӑ передача, темиҫе развязка. Кӑткӑс инженер проекчӗ, анчах ҫынсем тав тӑваҫҫӗ», - тенӗ губернатор.
Беглов тата хула метрополитен сферинче пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине, темиҫе компани банкрота тухнине, хӑйсем хыҫҫӑн татса паман ыйтусене нумай хӑварнине пӗлтернӗ. Анчах та «Метрострой» хула ҫӗнӗ компанине туса хунӑ, вӑл метро аталанӑвӗшӗн яваплӑха хӑй ҫине илнӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru.
https://iz.ru/2031724/2026-01-26/putin-obsudil-s-beglovym-razvitie-transporta-i-sotcialnoi-infrastruktury