Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Уфари «Стеклонит» стекловолокно никӗсӗпе продукцие ҫӗршывра чи нумай туса кӑлараканни пулнине тата 2024 ҫулта «Росатом» патшалӑх корпорацийӗн йышне кӗнине асӑннă.
Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, Пушкӑртстаншӑн «Росатомпа» килӗштерсе ӗҫлессине ҫирӗплетни питӗ хаклӑ. Вырӑна тухса ирттерекен «Промышленноҫ сехечӗ» шайӗнче предприятире аталану малашлӑхне, инвестици программине тата регион енчен пулӑшма май пуррине сӳтсе явнă.
Радий Хабиров ҫӗнӗ инвестор производство пӳлӗмӗсене йӗркене кӗртме, оборудовани туянма тата ҫӗнӗ продукци кӑларассине алла илме палӑртнине пӗлтернӗ. Вӑл «Стеклонитӑн» сайра тӗл пулакан инновациллӗ материалӗсем строительствӑра, промышленноҫра тата экологире кирлӗ пулнине, вӗсене Пушкӑртстанри предприятисенче усӑ курассипе кӑсӑкланнине пӗлтернӗ. Завод продукцие пӗтӗм Раҫҫейӗпе тата СНГ ҫӗршывӗсенче сутать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировӑн тг-каналӗн видео стоп-кадрӗ.