#владимирпутин
Хими промышленноҫӗ Раҫҫей экономикинче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, унӑн продукцийӗ пур ҫӗрте те тенӗ пекех кирлӗ. Кун пирки нарӑсӑн 2-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ.
«Ку отрасль (хими промышленноҫӗ. - Ред.), паллӑ ӗнтӗ, ҫӗршыв экономикинче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Унӑн продукцийӗ пур ҫӗрте те тенӗ пекех — строительствӑра, энергетикӑра, агропромышленноҫ комплексӗнче, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра, фармацевтикӑра, электроникӑра тата ытти те — кирлӗ», — тенӗ вӑл хими промышленноҫне аталантарас енӗпе ирттернӗ канашлура.
Путин хими промышленноҫне аталантарассине, ҫӗршывӑн хӑватлӑ ресурс базинче хальхи производствӑсем йӗркелессине тивӗҫтермеллине каланӑ. Вӑл çавӑн пекех Раҫҫейӗн чӗр тавар базисем лайӑх пулнине, пурин те пысӑк технологиллӗ йышӑнусенче ӗҫлемеллине палӑртнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru.
https://iz.ru/2035796/2026-02-02/putin-nazval-khimicheskuiu-promyshlennost-vazhneishei-dlia-ekonomiki-rossii