Çутă çул
-19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
5 Нарӑсӑн , 12:37

Михайловкăри вăтам шкул ачисем финанс тӗнчинче пулнă

Михайловкăри вăтам шкул ачисем Пӗтӗм Раҫҫейри «Манӑн финанссем: Рационаллӑ усӑ курни» ҫутӗҫ эстафетин VII тапхӑрне хутшӑннӑ.

Шкул ачисем валли кӑсӑк лекци йӗркеленӗ:
«Рационаллӑ усӑ курасси: пулмалла-и, ҫук-и... туянмалла-и?»
Шкул ачисем кирлӗ туянӑва импульсивлӑ туянуран мӗнле уйӑрмаллине, маркетинг чеелӗхӗсене лекес маррине тата мӗншӗн тепӗр чухне ҫӗннине туянас умӗн 24 сехет кӗтни аванраххине ӑнланнӑ.
Пӗлӗве ҫирӗплетес тесе вара - «Перевертыш» вылянӑ, унта тавҫӑрулӑхпа финанс пӗлӗвне кӑтартма тивнӗ.
Ҫавӑн пекех тематикӑллӑ кроссворд тупсӑмĕсене тупнă, терминсене аса илнĕ, укҫа-тенкӗпе виҫеллӗ йышӑнусем тума вӗреннĕ.
Ку урок кӑна мар, финанс тӗнчинче чӑн-чӑн мыскара пулнă. Ачасем ҫакна ӗненнĕ: укҫа-тенкӗ енчен хутла пӗлни усӑллӑ кӑна мар, интереслӗ те.
Пур хутшӑнакана та, йӗркелӳҫӗсене те тавтапуҫ! Малалла — ҫӗнӗ пӗлӳпе ӑс-хакӑл патне куҫатпӑр!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Михайловкăри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club201689192

Михайловкăри вăтам шкул ачисем финанс тӗнчинче  пулнă
Михайловкăри вăтам шкул ачисем финанс тӗнчинче  пулнă
Михайловкăри вăтам шкул ачисем финанс тӗнчинче  пулнă
Михайловкăри вăтам шкул ачисем финанс тӗнчинче  пулнă
Михайловкăри вăтам шкул ачисем финанс тӗнчинче  пулнă
Михайловкăри вăтам шкул ачисем финанс тӗнчинче  пулнă
Михайловкăри вăтам шкул ачисем финанс тӗнчинче  пулнă
Михайловкăри вăтам шкул ачисем финанс тӗнчинче пулнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас