Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
9 Нарӑсӑн , 11:28

ПР спорт министрӗ Руслан Хабибов Пишпÿлек районĕнче пулнă

Февралĕн 5-мӗшӗнче Пушкӑртстан Республикин правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ — ПР спорт министрӗ Руслан Хабибов Пишпӳлек районĕнче ӗҫлӗ визитпа пулнă.

ПР спорт министрӗ Руслан Хабибов Пишпÿлек районĕнче пулнă
ПР спорт министрӗ Руслан Хабибов Пишпÿлек районĕнче пулнă

Февралĕн 5-мӗшӗнче Пушкӑртстан Республикин правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ — ПР спорт министрӗ Руслан Хабибов Пишпӳлек районĕнче ӗҫлӗ визитпа пулнă. Ҫулҫӳрев шайӗнче вӑл темиҫе пӗлтерӗшлӗ мероприятие хутшӑннӑ.

Вӗсенчен пӗрремӗшӗ Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи СВОна хутшӑнакансене пулӑшас ĕнӗпе ĕҫлекен Ведомствӑсен хушшинчи комиссин тухса ҫӳремелли ларӑвӗ пулнă. Тӗлпулӑва хутшӑнакансем район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан, Руслан Хабибова ҫул тӑршшӗпех ӑсатнӑ Артур Галеев, ҫавӑн пекех республикӑри тӗрлӗ ведомство представителӗсем, Пишпӳлек районӗнчи  «Защитники Отечества» фондӑн социаллӑ координаторӗ Гузель Хисамутдинова пулнă. Ҫавӑн пекех Ведомствӑсен хушшинчи комисси ӗҫӗнче видеоҫыхӑнупа кӳршӗ муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене йышӑннӑ. Ларура кулленхи ӗҫе, пур йывӑрлӑхсене, ҫавӑн пекех малашнехи плансене сӳтсе явнă. Ҫавӑн пекех Ведомствӑсен хушшинчи комиссире волонтерсене чысланӑ, вӗсене тав ҫырӑвӗсем панӑ.

Ведомствӑсен хушшинчи комисси ларӑвӗ хыҫҫӑн граждансене йышӑннă. Руслан Хабибов ҫар ҫыннисен тӑванӗсемпе тата ҫемье членӗсемпе тӗл пулнӑ, вӗсемпе пур ыйтусене сӳтсе явнӑ, ҫавӑн пекех вӗсене татса пама пулӑшассине шантарнӑ.

Муниципаллӑ район Совечӗн ларӑвӗ иртнĕ, унта Канашпа район администрацийӗн 2025 ҫулхи ӗҫне пӗтӗмлетнĕ. Руслан Хабибов салам сӑмахӗ каланă, унта вӑл ятарлă çар операци тӗллевӗсене пурнӑҫлассишӗн, ҫавӑн пекех социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗшӗн пӗрлехи командӑпа ӗҫлессин пӗлтерӗшне палӑртнă. Нумай пулмасть Пишпӳлек районне пӑхса тӑракан ПР правительствин членӗ пулнине палӑртса вӑл пӗтӗмӗшле задачӑсене татса парас тӗлӗшпе пур енчен те пулӑшу пама шантарнӑ.

Уйрӑммӑн палӑртса хӑварар: Визит вӑхӑтӗнче Руслан Хабибов Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центра тата «Парус» физкультурӑпа сывлӑх комплексне ҫитсе курнӑ, унта вӑл учрежденисен ӗҫӗпе паллашнӑ.

Пӗтӗмӗшле илсен, Руслан Хабибов Пишпӳлек районӗнче ирттерекен ӗҫе пысӑка хурса хакланӑ, ҫавӑн пекех пӗрлехи вӑйпа тата та ытларах тума май килессе шаннӑ.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

ПР спорт министрӗ Руслан Хабибов Пишпÿлек районĕнче пулнă
ПР спорт министрӗ Руслан Хабибов Пишпÿлек районĕнче пулнă
ПР спорт министрӗ Руслан Хабибов Пишпÿлек районĕнче пулнă
ПР спорт министрӗ Руслан Хабибов Пишпÿлек районĕнче пулнă
ПР спорт министрӗ Руслан Хабибов Пишпÿлек районĕнче пулнă
ПР спорт министрӗ Руслан Хабибов Пишпÿлек районĕнче пулнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас