Повесткӑра Владимир Путин президент пуҫарнӑ «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» наци проектне тата 2026 ҫулхи тӗллевсене пурнӑҫласси пулнă.
Февралĕн 19-мӗшӗнче, Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров видеоҫыхӑну мелӗпе регион аталанӑвӗн правительство комиссийӗн президиумӗн ларӑвне хутшӑннӑ. Ӑна Раҫҫей правительствин председателӗн ҫумӗ Марат Хуснуллин ирттернӗ.
Вице-премьер федераци проекчӗсемпе патшалӑх программисен тӗп кӑтартӑвӗсене пурнӑҫлас енӗпе паянхи кун Мускав, Иркутск, Чулхула облаҫӗсем тата Пушкӑрт Республики малта пыракан регионсем пулнине асӑрханӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Азат Мухамедьянов / ПР Пуҫлӑхӗн официаллӑ сайчӗ.