Февралӗн 25-мӗшӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров «Уралстройиндустрия» пӗтӗм тӗнчери форумӑн пленарлӑ сессине хутшӑннă, вӑл «Уфа Экспо» курав комплексӗнче иртет. Унӑн теми - «Раҫҫейӗн строительство отраслӗ: тӗллевӗсем, тренчӗсем тата 2030 ҫулчченхи аталанӑвӑн тӗп ориентирӗсем».
Сессие уҫнӑ май регион ертӳҫи форума хутшӑнакансене ӑнӑҫлӑ ӗҫ суннă.
«Пирӗн республика пирки калас пулсан ҫурт-йӗр тӑвас планкӑна эпир чакармастпӑр — темиҫе ҫул ӗнтӗ умлӑн-хыҫлӑн 3 млн тӑваткал метрлӑ паллӑ урлӑ каҫатпӑр» - тенӗ Радий Хабиров.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ çавӑн пекех республикӑн Уфара ҫурт-йӗр лартмалли пысӑк малашлӑхлӑ икӗ территорие - Забелье тата Зауфимье - хатӗрлемелли федераллӑ программӑсене хутшӑнни ҫинчен каласа панă. Федераци ресурсӗсене явӑҫтарса унта инженери инфратытӑмне хастар аталантарасси те пырать ӗнтӗ. Планра унта 20 млн тӑваткал метр ытла ҫурт-йӗр тума.
Раҫҫей строительствӑпа ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Ломакин видеоҫыхӑну тӑрӑх пленум сессие хутшӑнакансене отрасль умӗнчи тӗп тӗллевсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков / «Башинформ».