Республикӑри Управлени центрӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗпе Радий Хабировпа Челябинск облаҫӗн губернаторĕн Алексей Текслерӑн тӗлпулӑвӗ пулнă. Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ регионсенчи пысӑк делегацисен визичӗсем Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсем хушшинчи хутшӑнусене лайӑх витӗм кӳнине палӑртнӑ.
- Пушкӑртстан сирӗнпе тӗрлӗ енпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Эпир те сирӗн пекех тарӑн промышленноҫ кооперацине ӑнтӑлатпӑр. Пирӗн предприятисем хастар калаҫусем ирттереҫҫӗ ӗнтӗ, ҫакӑ тавар ҫаврӑнӑшӗ ӳсессе шансах тӑратӑп, – тенӗ Радий Хабиров.
Республика Пуҫлӑхӗ Алексей Текслера облаҫри управляющи команди челябинск пушкӑрчӗсене пулӑшас тӗлӗшпе тӑвакан мерӑсемшӗн тав тунă, ҫак ӗҫ халӑхӑн сайра тата хăйне евĕрлĕ культурипе йӑли-йӗркине упраса хӑварассишӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă. Губернатор хӑй черечĕпе Радий Хабиров тарават пулнӑшӑн тата Уфари Челябинск делегацийӗн ӗҫне лайӑх йӗркеленӗшӗн тав тунă.
– Эпир пысӑк командӑпа килтӗмӗр, вӗсен йышӗнче – патшалӑх влаҫ органӗсен представителӗсем тата пирӗн регионти промышленноҫ предприятийӗсен ертсе пыраканӗсем, коопераци ҫыхӑнӑвӗсене аталантарассипе кӑсӑкланакансем, – каласа кӑтартнă Алексей Текслер. - Ҫӗршыв умӗнче ҫӗнӗ технологи задачисем тӑраҫҫӗ, вӗсене Пушкӑртстан пек кӳршӗсемпе пӗрле татса парасси тухӑҫлӑрах та интереслӗрех.
Сăнÿкерчĕкĕ: Азат Мухамедьянов / ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2026-02-26/bashkiriya-i-chelyabinskaya-oblast-zainteresovany-v-glubokoy-promkooperatsii-4594358