Ача-пӑча тата диета апат-ҫимӗҫне кӑларассипе специализацилекен «ВкусЛайн» Чишма заводне регион Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫитсе курнă.
Ҫак завод продукцине республикӑри вӗренӳ заведенийӗсенче лайӑх пĕлеççĕ, унта вăл тӑтӑшах килет.
Компани историйӗ 2017 ҫулта пуҫланнӑ, вӑл шкулти вӗри апат-ҫимӗҫ операторӗ пулса ӗҫленӗ. 2020 ҫул тӗлне модернизацие 130 миллион тенкӗ ытла янӑ, иртнӗ ҫул вара предприяти ҫӗнӗ пӳлӗмсем туянса лаптӑксене анлӑлатнӑ. Ҫакӑ 90 ят таран ассортимента ӳстерме май панӑ. Чӗртавар Пушкӑртстанри вырӑнти производительсенчен килет.
Визит вӑхӑтӗнче Радий Хабиров цехсене пӑхса ҫаврӑннă. Хатӗр продукци куравне уйрӑм тимлӗх уйӑрнӑ.
МИХсен представителӗсемпе калаҫнӑ чухне Радий Хабиров темиҫе ҫул каялла шкулти апат-ҫимӗҫ ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑнине аса илтернӗ: апат-ҫимӗҫ хатӗрлессин пахалӑхӗ тата апат-ҫимӗҫ блокӗсен кивелнӗ бази пирки нумай ӳпкелешÿ пулнă. Йӗркеллӗ ӗҫленине пула лару-тӑрӑва улӑштарма май килнӗ. Халӗ, Пуҫлӑх каланӑ тӑрӑх, шкулсенче вырӑнти производствӑн паха продукцине параҫҫӗ. Пасарта шанчӑклӑ партнерсем тупӑннă, тӗрӗслев тытӑмне йӗркеленĕ, ашшӗ-амӑшӗ вара процесӑн тулли праваллӑ хутшӑнаканӗсем пулса тӑнă, ҫакӑ ҫитменлӗхсене васкавлӑ пӗтерме май парать. Апла пулин те регион пуҫлӑхӗ чылай процесс пӗр вӗҫӗмсӗр сӑнав тата тӗрӗслев ыйтнине палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: glavarb.ru
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-03-04/v-bashkirii-modernizirovali-zavod-detskogo-i-dieticheskogo-pitaniya-4601652