Çутă çул
+8 °С
Облачно
Экономика
8 Апреля , 06:19

Профессионалпа тӗл пулнă: финанс пӗлӗвӗ пирки калаçнă

Хушăлкари вăтам шкулта «Дропперство» темӑпа пӗлтерӗшлӗ те усӑллӑ калаҫу пулнӑ.

Профессионалпа тӗл пулнă: финанс пӗлӗвӗ пирки калаçнăПрофессионалпа тӗл пулнă: финанс пӗлӗвӗ пирки калаçнă
Профессионалпа тӗл пулнă: финанс пӗлӗвӗ пирки калаçнă

Хушăлкари вăтам шкулта «Дропперство» темӑпа пӗлтерӗшлӗ те усӑллӑ калаҫу пулнӑ.

Лектор Россельхозбанкӑн тӗп клиент менеджерӗ Роза Петровна Муртазина пулнă. Вӑл ачасене дропперсем камсем пулнине, вӗсен схемисем мӗншӗн саккунсӑр пулнине тата ҫакӑн пек схемӑсене хутшӑнни — пӑсӑлнӑ кредит историйӗнчен пуҫласа уголовлӑ яваплӑх таранах — мӗнле пысӑк инкексем патне илсе ҫитерме пултарнине те конкретлӑ тӗслӗхсемпе ӑнлантарса панӑ.

8-9-мӗш классенче вӗренекенсем:

- усал ҫынсем ҫамрӑксене «ҫӑмӑл ӗҫ укҫине» мӗнле явӑҫтарнине;

- мӗншӗн хӑвӑн банк карттине тата даннӑйсене виҫҫӗмӗш ҫынсене пама юраманнине;

- хӑвӑра та, укҫа-тенке те мӗнле хӳтӗлемеллине пĕлнĕ.

Роза Муртазинана пӗлтерӗшлӗ калаҫушӑн тата гражданла хастар позицишӗн тав тӑватпӑр.Ҫакӑн пек тӗлпулусем ҫамрӑксен укҫа-тенкӗ пӗлӳлӗхӗпе яваплӑха йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public202011028

 

 

 

 

 

Профессионалпа тӗл пулнă: финанс пӗлӗвӗ пирки калаçнă
Профессионалпа тӗл пулнă: финанс пӗлӗвӗ пирки калаçнă
Профессионалпа тӗл пулнă: финанс пӗлӗвӗ пирки калаçнă
Профессионалпа тӗл пулнă: финанс пӗлӗвӗ пирки калаçнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас