

Демскинчи вăтам шкулта вӗренекенӗсем валли Пишпÿлек районӗнчи потребитель обществин ҫурмафабрикатсемпе лимонад продукцине туса илекен цехне экскурси йӗркеленӗ. Мероприяти «Турникетсӑр эрне» форматпа иртнӗ, унӑн тӗллевӗ — шкул ачисене хальхи производство процесӗсемпе тата профессисемпе паллаштарасси.
Экскурси вӑхӑтӗнче шкул ачисем производство процесӗсене сӑнанӑ кӑна мар, чӑн-чӑн предприяти атмосферине путма та май тупнӑ. Тата мӗн асра юлнă хутшӑнакансен:
- Оборудованипе паллашни. Ачасем чуста ҫӑрмалли, ҫурмафабрикатсем калӑпламалли тата лимонад тултармалли хальхи йышши оборудование курнă. Цех ӗҫченӗсем машинӑсем мӗнле ӗҫленине, кашни тапхӑрта тӗрӗслӗх мӗншӗн ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнлантарнă.
- Мастер-класс. Шкул ачисем валли пельмень ӑсталассипе пысӑках мар мастер-класс ирттернĕ, лимонад кӗленчисене мӗнле хупланине кӑтартнă. Кашниех хӑйне технолог пулӑшуҫи вырӑнӗнче тӗрӗслесе пӑхма пултарнӑ.
- Дегустаци. Экскурсие вӗҫленӗ май ачасем цехӑн ҫӗнӗ продукцине — лимонада — тутанса пӑхнă, унӑн тутипе пахалӑхне палӑртнă.
- Карьера майӗсем. Предприяти представителӗсем производствӑра кирлӗ профессисем тата шкул е колледж пӗтернӗ хыҫҫӑн ӗҫе вырнаҫмалли майсем ҫинчен каласа панă.
Ҫакӑн пек мероприятисем шкул ачисене хальхи промышленноҫа мӗнле йӗркеленине лайӑхрах ӑнланма, тен, пулас профессие палӑртма пулӑшаҫҫӗ. Экскурси туслӑ атмосферӑра иртнӗ, ачасен кӑмӑлне ҫав тери хускатнă.
#Бижбуляк_занятость#ятрудрб#минтрудрб #неделябезтурникетов#доступностьтрудовыхресурсов
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек районӗнчи ӗҫпе тивӗҫтерекен центрăн социаллă сетьри страницинчен.