Çутă çул
+27 °С
Облачно
Экономика
15 Мая , 09:42

«Канцелярики» лавкка пултарулӑх валли савӑнӑҫ, майсем парнелет

Пишпÿлек районӗнче уйрӑм предпринимательствӑпа пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарма хастар пулӑшаҫҫӗ.

«Канцелярики» лавкка пултарулӑх валли савӑнӑҫ, майсем парнелет«Канцелярики» лавкка пултарулӑх валли савӑнӑҫ, майсем парнелет
«Канцелярики» лавкка пултарулӑх валли савӑнӑҫ, майсем парнелет


Пишпÿлек районӗнче уйрӑм предпринимательствӑпа пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарма хастар пулӑшаҫҫӗ. Ҫак пулӑшу бизнесӑн ҫӗнӗ субъекчӗсене уҫма тата хальхи условисене хӑнӑхма май парать.
Уйрӑм предпринимательпе 2018 ҫултанпа темиҫе ҫул ӗнтӗ суту-илӳ сферинче ӗҫлекен, ку енӗпе опыт пур Анастасия Мироновапа курса калаҫрӑм. Нумаях пулмасть унӑн «Канцелярики» лавкки малалла ӗҫлеме чи лайӑх та хӑтлӑ условиллӗ ҫурта куҫнӑ. Канцтоварсен лавкки вӑл ручкӑсемпе тетрадьсем сутакан вырӑн кӑна мар, туйӑмсем, трендсем тата усӑлӑх урлӑ интереслӗ презентациленӗ уҫлӑх. Ал ӗҫӗн ҫутӑ таварӗллӗ ҫӳлӗксем, канцеляри таварӗсем нумаййи, йӗрки, хӑтлӑхӗ туянакансене алӑк уратинченех савӑнтараҫҫӗ.
- Анастасия, тархасшӑн, хӑвӑрӑн суту-илӳ точки мӗнле пулса кайни ҫинчен каласа парӑр.
- Малтан эпӗ «Олимп» ҫуртӗнче вырнаçнă Тансылу Хабутдиновӑран лавкка туянатӑм. Вӑл пысӑках мар, таварсем ал ӗҫӗпе кӑначчĕ. Лавкка сутни ҫинчен информацие Пишпÿлекĕн чи лайӑх ал ӑсти Тамара Демьяновна Гончарова урлӑ пӗлтӗм. Ҫак вӑхӑтра эпӗ ӗҫсӗр тӑрса юлтӑм, сӗнӳ мана кӑсӑклантарчӗ. Кайса пӑхрăм та туянма шутларăм. Туяннӑ хыҫҫӑн тавар ассортиментне анлӑлатрӑм, туянакансем ыйтнипе канцеляри таварĕсем хушрӑм. Ячӗ ун чухне «Бусинка» пулчĕ, мӗншӗн тесен ҫул-йӗрӗ пултаруллӑрах пулнӑ. Малтанхи ҫулсенче ӑсталӑх класӗсем ирттереттĕм, анчах вырӑн ҫитменнипе пӑрахӑҫлама тÿр килчĕ. Канцеляри таварӗсене хушсан ятне улӑштарма шутларӑм, анчах ниепле те пӗтӗмлетнӗ япала тупаймарӑм. Лавккара ытларах пулакан тавар тӗсӗпе «Канцелярики» ята суйласа илтĕм вара.
—Каникул вӑхӑтӗнче канцеляри таварӗсене сутасси чарӑнасси сире вара пӑшӑрхантармасть-и?
—Нимех те мар, ҫулла шӑплӑх пулать, анчах утӑ-ҫурла уйӑхӗсенчех каллех туянакансем килме пуҫлаҫҫӗ, лавкка чӗрӗлет. Ҫулла вара эпир ачасене каникул вӑхӑтӗнче илӗртӳллӗ ӗҫсемпе аппаланма илӗртмелли мастер-классем ирттерме палӑртатпӑр. Кун валли пирӗн халӗ мӗн пур кирлӗ услови пур, чи кирли — пысӑк пӳлӗм. Сӗтел, пукансем лартма, кирлӗ материалсем туянма, ӑстасемпе калаҫма, вӗсене мастер-классене чӗнме палӑртатпӑр. Вӗсем пултарулӑх енӗпе иртӗҫ. Тӗслӗхрен, живопись, шӑрҫа ҫыхма вӗрентесси, декупаж тата ытти те модӑна таврӑнать.
— Сирĕн ал ӗҫӗ е канцеляри таварĕ приоритетра?
— Вӗсем пӗр-пӗрне пуянлатаҫҫӗ тесе шутлатӑп эпӗ. Августран пуҫласа сентябрьччен канцеляри ытларах сутӑнать пулсан, кӗркунне, хӗлле ал ӗҫӗсем пуҫланаҫҫӗ. Тӗрлӗ пултарулӑх кружокӗсем ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ, шкулсенче тата ача сачӗсенче тӗрлӗ конкурссем иртеҫҫӗ.
— Сирӗн ӗҫ сире савӑнӑҫ туйӑмӗ кӳрет-и?
— Мана лавкка пысӑк савӑнӑҫ кӳрет. Ку манӑн чун канлĕхĕ. Ӗҫе пыратӑп, унпа киленетӗп. Пурин те позитив, телей тата, паллах, финанс ырлӑхӗ ҫеҫ кӳрекен ӗҫ пултӑр тетӗп! Темле йывӑр самантсем пулсан, кам та пулин килет те: «Эсир пирӗн Пишпӳлекре пурри мӗн тери аван!» — тесен, тӳрех кӑмӑл ҫӗкленет, малалла каяс, ӗҫлес килет. Ун пек туянакансем ытларах пулччӑрччӗ!
— «Канцелярики» лавкка ӗҫ йӗрки пирки мӗн калама пултаратӑр?
— Тунтикунран эрнекунччен лавкка 9.00 сехетрен пуҫласа 18.00 сехетчен пӗр тăхтавсӑр ӗҫлет, шӑматкун 9.00 сехетрен пуҫласа 15.00 сехетчен, канмалли кун — вырсарникун.
— Туянакан сирӗн лавккара мӗн туянма пултарать?
— Ал ӗҫӗпе ҫип, фоамиран, фита, китай тата чех шӑрҫисене, тӗрлӗ шӑрҫа, мĕнпур тӗссемпе вариантсен лентисене, хӑю, чӗнтӗр — ал ӗҫ тума кирлӗ япаласене туянма пулать. Парне ҫул-йӗрӗ те пур: курупкасем, шарсем, хӑюсем, пакетсем, конвертсем. Сутлӑхра гофрланӑ хут, тӗрлемелли материалсем, флористика пур. Канцеляри ытларах шкул канцелярийӗ — пурте вӗренме. Ӳнер ҫул-йӗрӗ пур: ӳкерме тӗрлӗ тӗслӗ сӑрӑсем, ярапасем.
— Сутуҫӑ пур-и сирӗн?
— Унччен пирӗн патра Светлана Архипова ӗҫлетчӗ. Эпир унпа тӑватӑ ҫул туслӑ ӗҫлерӗмӗр. Халӗ вара пирӗн ывӑл Даниил ача садне кайрӗ. Вара хам ӗҫлеме тухма шутларăм. Эпӗ ҫынсемпе ҫыхӑну тытма юрататӑп, кашни тавар пурри ҫинчен пӗлетӗп, кирлӗ пулсан заказсем йышӑнатӑп, калаҫса татӑлнӑ вӑхӑтра илсе килме пултаратӑп.
— Сирӗн бизнеса ҫемьен теме пулать-и, сире Николай мӑшӑру пулӑшать-и?
— Паллах! Мӑшӑрӑм пулӑшмасӑр эпӗ ҫаксене пурне те ҫӗнтереймен пулӑттӑм.
Ку укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ те, ӳт-пӳ те, мораль те. Ун енчен яланах пысӑк пулӑшу пуррине туятӑп. Эпӗ ӑна пуриншӗн те тав тӑватӑп.
— Тата кама тав тӑвас килет сирӗн?
— Тамара Демьяновна Гончарована тав тӑвас килет, эпир унпа нумай ҫул калаҫатпӑр. Вӑл хӑй те, унӑн вӗренекенӗсем те кирлӗ материала пирӗн лавккара туянаҫҫӗ. Мана яланах пулӑшать. Аннене — Римма Геннадьевнана чĕререн тав тӑвасшӑн. Вӑл ачапа та ларать, кирлӗ пулсан лавккара та пулӑшать. Ку манӑн пурнӑҫри чи пысӑк тӗрек! Тавах пирӗн пата мастер-классем ирттерме килекен ӑстасене. Пишпÿлекри Ача-пӑча ӳнер шкулӗпе, Ача-пӑча пултарулӑх центрӗпе, çамрӑксен «Вектор» центрӗпе тӑтӑшах тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлетпӗр, ҫак ҫыхӑну малашне те тӑсӑласса шанатӑп!
Эсир «Канцелярики» лавккана Пишпÿлек ялӗ, Ҫӗнтерӳ урамӗ, 6-мӗш ҫурт адреспа килме пултаратӑр. Лавкка «Теремок» кафе вырнаҫнӑ ҫуртра, сылтӑм енчен кӗмелле.
Килӗр, ачӑрсене савӑнтарӑр! Канцтоварсем туянни — аслисене ачалӑха тавӑракан уйрӑм асамлӑх-ҫке. Пултарулӑхпа аппаланӑр, сирӗн пата «Канцелярики» лавкка пулӑшма килӗ!
Зульфида МУЛЛАГАЛЕЕВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Зульфида Муллагалеева.

Пушкӑртстан — пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен шучӗпе малта пыракан регионсенчен пӗри. Пушкӑртстан Республикинче 223 пин ытла организацие регистрациленӗ, вӗсен чылай пайӗ уйрӑм предпринимательсем. Суту-илӳ, пулӑшу, металл тирпейлес тата производство сферисем аталаннӑ.

 

 

«Канцелярики» лавкка пултарулӑх валли савӑнӑҫ, майсем парнелет
«Канцелярики» лавкка пултарулӑх валли савӑнӑҫ, майсем парнелет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас