

Алена Таймасован илем салонӗ — процедурӑсем кӑна мар, илемлӗхпе канӑвӑн тулли ритуалӗ.
Пушкӑртстан Республикинче уйрӑм предпринимательсем валли патшалӑх пулӑшӑвӗ анлӑ аталаннӑ. Вӗсенчен пӗри АСПК — социаллӑ контракта тӗпе хурса адреслӑ социаллӑ пулӑшу. Ку патшалӑх пулӑшӑвӗн программи, ун чухне патшалӑх пособи тӳлет кӑна мар, нушаланакансене ятарлӑ договор туса тупӑш шайне пысӑклатма пулӑшать. Социаллӑ контракт — социаллă хÿтлĕх органӗсемпе граждансем хушшинчи килӗшӳ. Ӑна конкретлӑ тӗллевпе параҫҫӗ. Укçана ĕҫе вырнаҫма, вӗренме, хӑвӑрӑн бизнеса е харпӑр хушма хуҫалӑха уҫма тӑкаклама пулать. Вӑл тата малтанхи хывӑм валли укҫа ҫитменнисене хӑйӗн ӗҫне уҫма май парать.
Ҫак пулӑшупа Алена Александровна Таймасова усӑ курнӑ, вӑл хӑйӗн тахҫанхи ӗмӗтне — Пишпӳлекре хӑйӗн илем салонне уҫассине —пурнӑҫланӑ. 2024 ҫулта вӑл Пушкӑртстан Республикин Пишпӳлек районӗнчи хӗрарӑм предпринимательсен ассоциацине кӗнӗ. Ку вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Бизнес хӗрарӑмӗсем» общество организацин филиалӗ, вӑл хӗрарӑм предпринимательсемпе хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсене пӗрлештерсе пулӑшать. Унта ҫак социаллӑ пулӑшусене пурне те сӳтсе явнӑ, вӑл кирлӗ информаци илнӗ. Хӑйӗн укҫи-тенки ҫителӗксӗр пулнӑран, АСПК программи бизнеса малалла аталантарма укҫа илме май панӑ. 2024 ҫулта вӑл салон уҫнӑ, профессиллӗ сӗтел-пукан, оборудовани туяннӑ, пӳлӗме хӑй кӑмӑлӗпе улӑштарнӑ. Вара хӑйӗн юратнӑ ӗҫне çӗнӗ «Алена Таймасован илем салонӗнче» малалла тӑснӑ.
Илеме тӑвакан ҫын пачах тӗрлӗ сферӑра пултаруллă пулма пултарать. Ку професси кӑна мар, тӗнчене туйăмлă куракан ҫынсене пӗрлештерекен чӗнӳ. Алена клиентсен уйрӑмлӑхӗ пысӑк профессионализмпа тӗл пулакан ҫак хальхи бьюти-уҫлӑха тума пултарнӑ. Салонра абсолютлӑ хӑтлӑх атмосфери пур. Кашни килсе каяканăн процедура кӑна мар, илемлӗхпе канӑвӑн тулли ритуалӗ пултӑр тесе условисем туса панӑ. Салонра чӗрне сервисӗ илме пулать: аппарат е комбинациллӗ маникюр, пысӑклатни, алла спа-пӑхни. Косметологипе визаж пур: куҫ харшисене тӳрлетесси, илемлетесси тата сӑрласси, куҫ хӑрпӑкӗсене сарасси. Кӑмӑл тӑвакансем унран канаш илме е мӗнле те пулин ӑсталӑха вӗренме пултараҫҫӗ.
Алена Таймасова Пишпӳлекре ҫуралса ӳснӗ. Ку ӗҫе вăл ачаранах туртӑннӑ, мӗншӗн тесен амӑшӗ Ирина Николаевна парикмахерта чылай ҫул ӗҫлет ӗнтӗ. Вӑл хӗрне канаш панӑ, пурнӑҫра тӗрӗс ҫул-йӗр панӑ. Сӑмахран, Алена 2015 ҫулта Самара хулинче пӗрремӗш хут вӗренсе тухнӑ, куҫ хӑрпӑкӗсене сарас тата куҫ харшисене моделлес енӗпе ӑстаҫӑ сертификатне илнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн квалификацийӗпе ӑсталӑхне тӑтӑшах ӳстерет. Тӑтӑшах онлайн-вӗрентӳ иртет.
Алена — икӗ ача амӑшӗ. Кира хӗрӗ пиллӗкмӗш класс пӗтерет, ывӑлӗ Семен 4,5 ҫулта. Хӗрӗ пурнăçра хӑйĕн вырăнне шырать, тӗрлӗ ӗҫ-пуҫпа аппаланать, халӗ ишеве ҫӳрет. Ывӑлӗ хастар, пӗлесшӗн ҫунакан, ҫитес ҫул амӑшӗ ӑна спорт секцине ҫыртарма палӑртать. Алена Александровна хӑйӗн ачисене лайӑх воспитани парать, юратнӑ ӗҫӗпе аппаланать, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырать. Ирхи гимнастика, ҫулла ачасемпе ту ҫине е ҫут ҫанталӑка кайни, хӗлле йӗлтӗрпе ҫӳрени, чупни, уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳрени — ҫакă пурте унӑн ҫемйине савӑнтараҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ. Вӑл ÿт-кевтине сивӗ шывпа тахҫанах пиҫӗхтерет, ачисене пӗчӗкренех ҫакна хӑнӑхтарать. Уншӑн купель — шыва кӗмелли чи меллӗ вырӑн. Хӗлле те, ҫулла та ҫак тӗлӗнмелле вырӑна пӗтӗмӗшле энерги тата ырӑ туйӑмсем илме ҫӳрет. Ачасене патриотизм туйӑмне хӑнӑхтарма тӑрӑшать.
— Эпӗ Турра пурнӑҫшӑн, атте-аннене воспитани панӑшӑн, туссене ҫирӗп хул пуҫҫишӗн тав тӑватӑп! Тимлӗхпе пулӑшӑва туйсан ӗҫлес, аталанас, малалла утас килет. Ӗмӗтсене пурнӑҫлама пулӑшакан укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ шухӑшласа кӑларнӑшӑн патшалӑха тав, — йӑл кулать Алена.
Зульфида МУЛЛАГАЛЕЕВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Зульфида Муллагалеева.