Çутă çул
+17 °С
Облачно
Экономика
10 Июня , 07:06

Радий Хабиров ПМЭФ-2026 пирки туйӑмӗсемпе паллаштарнă

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Петербургри пӗтӗм тӗнчери 29-мӗш экономика форумӗнчи хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗ ҫинчен каласа панă.

Радий Хабиров ПМЭФ-2026 пирки туйӑмӗсемпе паллаштарнăРадий Хабиров ПМЭФ-2026 пирки туйӑмӗсемпе паллаштарнă
Радий Хабиров ПМЭФ-2026 пирки туйӑмӗсемпе паллаштарнă


Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Петербургри пӗтӗм тӗнчери 29-мӗш экономика форумӗнчи хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗ ҫинчен каласа панă.
Регион ертӳҫи ПМЭФ-2026 хутшӑннӑ пӗтӗм пысӑк командӑна тав тунă. Вӑл ҫавӑн пекех республикӑпа, унӑн курав стенчӗпе тата пӗтӗмӗшле «пирӗн экономикӑпа» питӗ кӑсӑкланнине палӑртнă. Нон-стоп мелӗпе «чылай сӳтсе явнӑ», тӗрлӗ килӗшĕве алӑ пуснӑ.

«Хамӑра лартнӑ тӗп тӗллеве — республика ҫинчен каласа парасси, ӑна презентацилесси, нимӗнле кӑткӑслӑха пӑхмасӑр ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ лайӑх пулнине, вӑй-халпа, оптимизмпа тулнине пӗлтересси — эпир пурнӑҫларӑмӑр, — пӗлтернӗ Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Правительствӑн ЦУРти оперативлӑ канашлӑвӗнче. — Пӗлетӗр ĕнтĕ, ҫӗршыв президенчӗ Владимир Путин регионсен инвестици илӗртӳлӗхӗн Наци рейтингне пӗтӗмлетнӗ. Пушкӑртстан Республики каллех, виҫҫӗмӗш ҫул умлӑ-хыҫлӑ ҫак рейтингра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ».
Радий Хабиров шучӗпе, республика ҫак самаях ҫӳллӗ планка ҫинче тытӑнса тӑнӑ ӗнтӗ, халӗ «малалла мӗнле каймаллине шухӑшламалла». Ҫав хушӑрах вӑл Пушкӑртстан конкуренчӗсем чи пысӑк, вӑйлӑ регионсем пулнине шута илсе ку самай ҫӑмӑл мар ӗҫ пулнине палӑртнă.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков | «Башинформ» ИА архивӗ.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2026-06-09/glava-bashkirii-podelilsya-lichnymi-oschuscheniyami-ot-pmef-2026-4656502

 

 

Радий Хабиров ПМЭФ-2026 пирки туйӑмӗсемпе паллаштарнă
Радий Хабиров ПМЭФ-2026 пирки туйӑмӗсемпе паллаштарнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас