

Екатеринбургра июлӗн 6-9-мӗшӗсенче иртекен пӗтӗм тӗнчери «Иннопром» промышленноҫ куравӗнче республика яланхи пекех предприятисен пуян вӑй-хӑватне кӑтартнă, ҫӗнӗ ӳсӗм точкисем палӑрнă. Кун пирки Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пӗлтернӗ.
«Тачӑ график, нумай тӗлпулу ирттерме палӑртнӑ. Эпир питӗ кӑткӑс вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Пирӗн промышленноҫа халиччен пулман санкцисем хӗсеҫҫӗ. Анчах та тӗллев — чӑтасси кӑна мар, хӑвӑн позицисене ҫирӗплетесси, тата вӑйлӑрах пуласси. Ҫавӑнпа аталанма ҫӗнӗ майсем уҫатпӑр, малалла та малалла утатпӑр», — ҫырнӑ регион ертӳҫи хӑйӗн социаллă сечĕсенче.
Сӑнÿкерчӗкĕ: Азат Гиззатуллин | «Башинформ».