

#владимирпутин
РФ президенчӗ Владимир Путин пулӑ хуҫалӑх комплексӗнче ӗҫлекенсене Пулӑҫсен кунӗпе саламланӑ, отрасль ӳсӗмӗн пысӑк вӑй-хӑватне кӑтартнине палӑртнӑ. Тивӗҫлӗ телеграмма утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Кремль сайтӗнче пичетленнӗ.
«Эсир малашне те туллин ӗҫлессе, лартнӑ тӗллевсене тивӗҫлипе татса парасса, ветерансен ӗҫ йӑли-йӗркине пӑхӑнса пурӑнасса шанатӑп», — тесе палӑртнӑ Раҫҫей ертӳҫин салам текстӗнче.
Вӑл пулӑ хуҫалӑх секторӗ Раҫҫей экономикин ҫыран хӗрринчи регионсен апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тата социаллӑ ырлӑхне тивӗҫтерекен пӗлтерӗшлӗ отраслӗ пулнине палӑртнă. Путин ҫавӑн пекех пысӑк инвестицисем явӑҫтарма условисем туса панине, логистикӑпа ҫыран инфратытӑмӗ лайӑхланнине, промысласен флочӗ ҫӗнелнине палӑртнă.
Унсӑр пуҫне патшалӑх пуҫлӑхӗ пулӑ тытассин чапӗ ӳссе пыни туризма аталантарма тата ҫӗршывӑн ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упрамалли культурӑна йӗркелеме пулӑшнине хушса каланӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА /POOL/Вячеслав Прокофьев.
https://iz.ru/2131289/putin-pozdravil-rabotnikov-rybokhoziaistvennogo-kompleksa-s-dnem-rybaka-izi