

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров çункăçпа ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫынсене тӗпрен кӑмӑлсӑрлантарнине пӗлтернӗ. Пысӑк хуласенче тата федераци трассисенче лару-тӑрӑва ҫирӗплетме май килнӗ, анчах та уйрӑм ялсенче бензин дефицичӗ сыхланса юлать.
Пуҫлӑх вице-премьер – ял хуҫалӑх министрне Ильшат Фазрахманова агропромышленноҫ комплексӗн предприятийӗсене топливӑпа тивӗҫтерес ыйтусене, уйрӑмах вырма кампанийӗ умӗн, оперативлӑ татса пама хушнӑ. Ҫавӑн пекех регион пуҫлӑхӗ вице-премьер — промышленноҫ, энергетика тата инновацисен министрне Александр Шельдяева лару-тӑрӑва тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑма тӗллев лартнӑ.
— Кунпа иртен пуçласа каҫчен ӗҫлемелле, халӗ ҫынсене ҫакӑ ҫеҫ хумхантарать. Силленӳ илни, заправкӑра пӗр сехет тӑни — аван мар, — палӑртнă Радий Хабиров.
Приоритетра — васкавлӑ тата коммуналлӑ службӑсене бензинпа тивӗҫтересси, ҫавӑн пекех ҫынсен социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтересси.