

#владимирпутин
Путин Якутири бизнесри ултавҫӑсем сивве пула чӗрӗ юлмаҫҫӗ тесе шӳтленӗ.
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Саха (Якути) Республикин Пуҫлӑхӗпе Айсен Николаевпа тӗл пулсан регионти ултавҫӑсем сивве пула чӗрӗ юлманни пирки шӳтленӗ.
Республика пуҫлӑхӗ президента вырӑнти бизнес ҫемьесене пулӑшассипе ҫыхӑннине пӗлтернӗ: темиҫе компани ӗҫченсене ача ҫуралсан 1-шер млн тенкӗ тӳлет. Путин вара бизнеса малалла ҫакӑн пек ӗҫлеме хавхалантарма хушнӑ.
«Пирӗн бизнес чӑн-чӑн бизнес, пирӗн жуликсем чӗрӗ юлмаҫҫӗ, эпӗ ҫапла калатӑп», — тенӗ Николаев.
Ҫав хушӑрах вӑл бизнеса хавхалантарас ӗҫ малалла тӑсӑлассине палӑртнă.
«Сивӗ», — кулса хуравланă Путин.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media
https://iz.ru/2132331/putin-poshutil-ob-otsutstvii-zhulikov-v-biznese-v-iakutii-iz-za-kholodov-izi