Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
3 Апрелӗн 2019, 18:21

НУМАЙĂШĔ ТИТОВ ТУХТĂР ПАТНЕ ЛЕКМЕ ТĂРĂШАÇÇĔ

Аслă пĕлÿ илнĕ çамрăксенчен ытларахăшĕ ялсенче е пĕчĕк хуласенче ĕçлеме кирлĕ пек услови çук, ĕç укçи пĕчĕк тесе Мускав, Санкт-Петербург, Екатеринбург, Хусан йышши хуласене, Çурçĕре тухса каяççĕ.

Александрпа Ирина Титовсем вара ăçта каяр-ши тесе вăрах вăхăт пуç ватман. 2007 çулта Пушкăрт патшалăх медицина университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăнах Сашăн тăван тăрăхĕнчен инçе мар Пелепей хулине килсе вырнаçнă. Пишпÿлек районĕнчи каччăпа Тутарстанра çуралса ÿснĕ хĕр 1-мĕш курсранах пĕр-пĕринпе туслă пулнă. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн çамрăксем çемье çавăрма шутланă. Ирина вара мăшăрĕн тăван тăрăхне килме хирĕç пулман.

Ĕнерхи студентсене Пелепей район администрацийĕпе Тĕп больница ертÿçисем хапăл тусах кĕтсе илнĕ, ĕçпе тивĕçтернĕ. Саша пултаруллă иккенне вĕсем малтанах пĕлнĕ. Пелепейри медицина училищинче вĕреннĕ вăхăтрах Я.М.Хайретдинов преподаватель ун пирки: «Саша – питĕ тăрăшуллă та ăслă студент, унăн организатор пултарулăхĕ пысăк», - тетчĕ. Чăн та, Саша училищĕре те, университетра та тăрăшса вĕренетчĕ, тĕрлĕ мероприятисене те, общество пурнăçне те хутшăнса ĕлкĕретчĕ. Халĕ те çаплах.

Титовсем тарăн пĕлÿллĕ ăста специалистсем пулнине пациентсем те кĕске вăхăт хушшинчех ăнланса илнĕ. Вĕсем хăйсене тĕрĕс диагноз лартса кирлĕ пек сипленĕшĕн, чирлисемпе ăшшăн калаçнăшăн çамрăк тухтăрсене тав тăваççĕ.

Пĕр вăхăт Пелепейре тăрăшнă хыççăн çак мăшăр «Ялти тухтăр» программăна хутшăнса Пишпÿлек ялне ĕçлеме куçрĕ. Унта пурăнакансем те çамрăк тухтăрсемпе питĕ кăмăллă пулнă, нумайăшĕ Александр Юрьевич терапевт патне лекес тесе тăрăшнă. Титовсен пултарулăхĕ çинчен «Çутă çул» район хаçатĕнче те пĕр хутчен çеç мар мухтаса çырнă.

Пурнăç питĕ хăвăрт шăвать. Пишпÿлекре виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн Титовсем çĕнĕрен Пелепей хулине таврăнчĕç. Халĕ Александр Юрьевич ÿт чирĕсене сиплекен тухтăр, медицина чĕлхипе каласан, дерматолог. Ирина УЗИ тăвакан специалист.

Ĕнерхи студентсем, çамрăк врачсем, халĕ икĕ ача ашшĕпе амăшĕ ĕнтĕ. Аслă ывăлĕ Тимур вырăнти 1№ гимназире 2-мĕш класра вĕренет. Унăн пур предметпа та «5» паллăсем çеç. Арина хĕрĕ ача садне çÿрет. Пиччĕшĕ ун пирки: «Манăн йăмăк чи ăсли, чи хавасли, ун пекки никамăн та çук», - тет.

Александрпа Иринăшăн аслă Титовсем, Сашăн ашшĕпе амăшĕ, Юрий Сергеевичпа Тамара Матвеевна, яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсем Пишпÿлек тăрăхĕнчи Михайловка ялĕнче пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те ялта сумлă çынсем. Ачисене те, вĕсем аслă Титовсен виççĕ, çапла çитĕнтернĕ.

Галина АЛЕКСЕЕВА.

Пелепей хули.
Читайте нас: