Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче Анне кунне палăртаççĕ. Çак кун аннесене саламлама, пуриншĕн те тав тума, юратни çинчен калама ан манăр.
Анне кунĕ умĕн Уфара Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров хушнипе «Материнская слава» медальпе республикăри 47 амăшне наградăланă. Пирĕн районтан вĕсен хушшинче Елена Георгиевна Яковлева та пулнă.
Яковлевсем пилĕк ача ÿстереççĕ. Аслă хĕрĕ Ангелина 14 çулта, Андрей вуннăра, Юля тăххăрта — пурте Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта вĕренеççĕ. Кĕçĕннисем — улттăри Святослав, виççĕри Ярослав «Улыбка» ача садне çÿреççĕ. Вĕсем кашни тĕрлĕрен, кашнин хăйĕн киленĕвĕпе характерĕ, анчах вĕсене çемье пĕрлештерет, аслисем кĕçĕннисене пăхаççĕ, пулăшаççĕ.
— Ачасем — пирĕн телей. Вĕсем пурне те пĕрле тăваççĕ, — каласа парать Елена Георгиевна.
Çемье пуçĕ шкулта вăй хурать, амăшĕ — кил хуçи, анчах ун çинче чи пысăк тивĕç, мĕншĕн тесен вăл — АННЕ.
Сăнÿкерчĕк çинче: Елена Георгиевна Андрей ывăлĕпе тата Юля хĕрĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ирина ФОМИНА.