Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
23 Декабрӗн 2019, 21:05

Хаçат мăшăр тупма пулăшать

Ку юрату историйĕ Ольга Владимирова пиччĕшĕн ывăлĕ валли «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат урлă арăм шыранинчен пуçланчĕ.

Çулталăк каялла çаврăнăçуллă çав хĕрарăм редакцие килсе пĕлтерÿ парса хăварчĕ. Çакăн хыççăн Етĕрне районĕнчи Пушкăртра пурăнакан Алексей Якимов патне хĕрсем кăна мар, вĕсен тăванĕсем те татти-сыпписĕр шăнкăравланă. Вĕсен йышĕнче Чăваш Енре пурăнакансем те, республика тулашĕнче тĕпленнисем те пулнă.
Çулталăк каялла тĕл пулнă
Пулас мăшăрĕпе паллашни, ахăртнех, яланлăхах унăн асĕнче юлнă. Малтан Еленăн амăшĕ Светлана Максимова аллине телефон тытнă. Элĕк районĕнчен Етĕрне тăрăхне шăнкăравласа Алексей Якимовăн пурнăçĕпе кăсăкланнă, хĕрне качча пама тĕллев тытнине каланă. Авланма хатĕрленнĕскер тивĕçлĕ канури хĕрарăмпа кулленхи ĕç-пуç тавра сăмахланă. Ара, мĕн пытармалли пур? Тĕл пулсан пур пĕр йăлтах çиеле тухать вĕт. Мĕн тетĕр, Пушкăрт каччи Светлана Львовнăн кăмăлне кайнă. Çакăн хыççăн тин амăшĕн сĕнĕвĕпе Елена пулас мăшăрĕпе çыхăннă. Алексей Якимов ĕçменни, туртманни, хуçалăха тытса пыни ăна та килĕшнĕ. «Ун патне чун туртрĕ», — палăртать вăл. «Пĕччен ан пурăн», — амăшĕ калани те ăшне кĕрсе вырнаçнă.
Мăшăрланас шухăшлисем пĕлтĕрхи Çĕнĕ çул умĕн Шупашкарта пĕрремĕш хут тĕл пулнă. Алексей кĕл чечек çыххипе çитсе тăнă ун чухне. Кам пĕлет, тен, шăпах çав самантра иккĕшĕн чĕринче юрату çулăмĕ хыпса илнĕ?
(Малалли пулать).
Читайте нас: