Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
24 Декабрӗн 2019, 11:30

Хаçат мăшăр тупма пулăшать (2)

(Пуçламăшне декабрĕн 23-мĕшĕнчи страницăра вулăр).

Ĕмĕтри мăшăр
Çывăхрах паллашас тĕллевпе Якимовсене редакцие чĕнсе илтĕмĕр. Алексей ялтан хулана ирех çитрĕ. Шăпах çав вăхăтра республикăри кардиологи диспансерĕнче прачкăра тăрăшакан Елена ĕç пĕтерсе тухрĕ. Вăл пĕр талăк ĕçлесе иккĕ канать. Ытти чухне ĕç хыççăн Шупашкарта тытăнса тăмасть, тÿрех яла упăшки патне вĕçтерет.
«Ял çыннипех çемье çавăрма ĕмĕтленеттĕм. Хулара çитĕннисем темшĕн вĕçкĕнрех туйăнаççĕ», — чунне уçать хĕрарăм. Сăмах май, вăл урăх каччăпа телей шыраса пăхнă. Анчах килĕштерсе пурăнайманран çемье саланнă.
«Малтанхи вăхăтра кашни пилĕк минутра шăнкăравлаттăм. Унăн сассине пĕр вĕçĕм илтес килетчĕ. Халĕ те телефонпа тăтăш калаçатпăр. Ăна килте чăтăмсăррăн кĕтетпĕр», — мăшăрне ăшшăн ыталать арçын.
Ашшĕне пăхать
Элĕк районĕнчи Тури Хурасанра çитĕннĕ Елена пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ. Кайран урăх организацире технолог вырăнĕ тупăнманран прачкăна вырнаçнă.
Алексей те хăй вăхăтĕнче Шупашкарта ĕçлесе пăхнă. Организацире штат кĕскетсен яла таврăннă, вăрăм укçа шыраса инçе çула тухнă. Çук-ха, пуяс тени мар, çуралнă тăрăхра ĕç çукки аякка хăваланă ăна. Амăшĕ пурăннă чухне шухăшсăр çÿренĕ. Кайран, çывăх çынни пурнăçран уйрăлсан, хуçалăха тытса пырас яваплăх ун çине тиеннĕ.
Алексей Якимов йăмăкĕн ялта пурăнакан ачисене пăхма пулăшать. Тĕпренчĕксен амăшĕ Шупашкарта пурăнать, тăван киле тăтăш килсе çÿрет. Вун тăваттăри арçын ачапа вун иккĕри хĕрача куккăшне итлеме, вăл вĕрентнине ăша хывма хăнăхнă.
Ывăлĕ инсульт хыççăн сусăрланса юлнă ашшĕне те пăхать. Çавна май ăна социаллă ĕçченсен йышне илнĕ.
(Малалли пулать).
Читайте нас: