Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
25 Декабрӗн 2019, 13:25

Хаçат мăшăр тупма пулăшать (3)

(Пуçламăшне декабрĕн 23, 24-мĕшĕсенчи страницăра вулăр).

Кукăль пĕçереççĕ
Кăçалхи çурла уйăхĕнче Алексейпе Елена тăванĕсене туй кĕрекине чĕннĕ. Çывăх çыннисем çĕнĕ çемье чăмăртаннăшăн савăнса çĕрĕпех юрласа ташланă. «Мана мăшăрăн тăванĕсем ăшшăн йышăнчĕç», — иккĕшĕ те пĕр саслăн çакнашкал çирĕплетеççĕ. Туйра парнеленĕ укçапа çĕн çынсем кил-çурта хăтлăлатмалли япаласем туяннă. «Эпĕ кукăль çиме кăмăллатăп, арăм — пĕçерме юратать», — калаçăва тăсать Алексей. Елена та унпа килĕшсе йăл кулăпа çуталать. Çав вăхăтрах арçын хăй те кукăль-çăмах пĕçерме пĕлнине каласа хăварас килет. Ылтăн алăллă Алексей сĕтел-пукан ăсталаса ял-йыша тĕлĕнтерет. Трансформер сак уйрăмах ăнăçлă пулса тухнă. Пуçтарсан ун çине ларса канма меллĕ. Туртса кăларсан хайхискер икĕ сакпа сĕтеле çаврăнать. Çакăншăн ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те мухтанă, ку япала лавккаринчен нимĕнпе те кая маррине палăртнă.
Елена хĕллехи вăрăм каçсенче ал ĕçĕпе аппаланать. Алсиш-нуски, пукан виткĕчĕ эрешлесе çыхать. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра эстрада ушкăнĕнче юрлас ăсталăха туптанă вăл. Тен, пуласлăхра ачалăха аса илсе сцена çине тухĕ вăл?
Якимовсем сурăхсем, качака, сысна чăх-чĕп усраççĕ. Алексей хăех качака сума вĕреннĕ. «Хуçалăха çĕнетмелле», — малашлăх тавра сăмах пуçарсан палăртать ялта тĕпленнĕ мăшăр. Шупашкарти больницăра вăй хуракан Елена Пушкăртрах ĕç тупма ĕмĕтленет. Ун чухне вăхăт та, укçа-тенкĕ те перекетленĕ. Унсăр пуçне юратнă мăшăрĕн тĕревне кашни самантра туйни нимрен пĕлтерĕшлĕ.
Марина ТУМАЛАНОВА.
ЯКИМОВСЕН архивĕнчи сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: