Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Çемье
17 Кӑрлач 2020, 14:05

Кашни ача — телей

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллĕ Пухăва янă çулленхи çырăвĕнче демографи ыйтăвĕсене уйрăм тимлеме сĕннĕ

Районти ЗАГС даннăйĕсем тăрăх, 2020 çулта çĕнĕ çулхи уяв кунĕсенче ултă çемье чăмăртаннă. Январĕн 11-мĕшĕнче виçĕ туй кĕрленĕ. Çĕнĕ çынсем Николаевсем, Камаевсем, Шарафуллинсем ылтăн çĕрĕсемпе ылмашăннă, ĕмĕр пĕрле пулма сăмах панă.
Январьте пилĕк илемпи тата виçĕ пăхаттир çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ-амăшĕ тăванĕсемпе канашласа ачасене Алиса, Ариана, Аделина, Адель, Виолетта, Александр, Максим, Никита ятсем панă. Вĕсен аллисем çăмăл пулччăрах — 2020 çулта ачасем ытларах çуралччăр тата туйсем пулччăр!
Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: