Ылтăн туй — çур пурнăç, упăшкипе арăмĕн кулленхи çăмăл мар тăрăшулăхĕ. Хут уйăрттарни кăна мар, пурнăç тăршшĕпе кăмăл тасалăхне, юратăва упраса хăварни пĕлтерĕшлĕрех.
Николай Ивановичпа Клавдия Ивановна Панагушинсем — хальхи мăшăрсемшĕн тĕслĕх. Вĕсем икĕ ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ.
Пишпÿлек районĕнчи ЗАГС пайĕнче Панагушинсен чаплă уявне палăртрĕç. Юбилярсене чыслама тăванĕсемпе çывăх çыннисем пухăнчĕç. ЗАГС пайĕн начальникĕ Ирина Михайлова мăшăра Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн ятĕнчен парне пачĕ тата салам çырăвĕ вуларĕ. Валентина Александровна Иванова ертсе пынипе «Шурă хурăн» чăваш халăх фольклорпа этнографи пĕрлешĕвĕн пайташĕсем чаплă концерт-салам хатĕрленĕ. Пишпÿлекри Культура керменĕнчи солистсем Михаил Крылов тата Ольга Данилова юрăсемпе ăшшăн саламларĕç.
Каярахпа Панагушинсене «Кил вучахĕн ăшши» мини-музейре чысларĕç. Унта та чун-чĕререн тухакан саламсем пулчĕç. Фойере Николая Ивановичпа Клавдия Ивановнан çемье альбоменчен илнĕ сăнÿкерчĕксен выставкине хатĕрленĕччĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Айгуль ГАРЕЕВА.