Çутă çул
+5 °С
Облачно
Çемье
8 Июля 2021, 07:58

Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче Пушкӑртстанра 65 мӑшӑр туй тӑваҫҫӗ

Паян, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, Пушкӑртстанра 65 мӑшӑр туй выляҫҫӗ, пӗлтерчӗҫ ПР юстици ӗҫӗсен патшалӑх комитечӗнче.

Пуринчен ытла Уфари загс уйрӑмӗсенче регистрациленӗҫ — Сӑваплӑ Петрпа Феврония кунӗнче 11 мӑшӑр мӑшӑрланӗҫ.
Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ҫулсерен анлӑ сарӑлать. Ҫамрӑк мӑшӑрсенчен нумайӑшӗ ҫак кунсенче чи ҫирӗп те телейлӗ мӑшӑрланусем пуласса шанса ҫакӑн пек уявсене, е "тӗкӗр" е "илемлӗ" датӑсене суйласа илеҫҫӗ.
Справка валли.
Петрпа Феврония Муромскисен куне е Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне июлӗн 8-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Мӑшӑрсем ӗмӗрӗ тӑршшӗпех тӗп халалсене тытса пурӑннӑ: пӗрле савӑнасси те, хуйхӑрасси те, пуянлӑхпа кӗлмӗҫлӗх те, чӗрри-чӗрри те, чир-чӗр те пӗрле пулмалла. Ватӑлас умӗн упӑшкипе арӑмӗ мӑнастире кайнӑ: Петр арҫынсен пӳлӗмне, Феврония — хӗрарӑмсен пӳлӗмне. Унта вӗсем виличчен пурӑннӑ та 1228 ҫулта пӗр кунтах вилнӗ. Вара вӗсем каллех пӗрлешнӗ, анчах чул тупӑкра ӗнтӗ. Ҫак куна Раҫҫейре 2008 ҫулхи июлӗн 8-мӗшӗнче, Дмитрий Медведевӑн мӑшӑрӗ Светлана палӑртнӑнпа паллӑ тума пуҫланӑ.
«Башинформ» ИА материалӗсем тӑрӑх.
Автор:IMPORT Сервисный
Читайте нас