Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
16 Августӑн 2021, 10:13

Владимир Путин Сочине канма чĕннĕ нумай ачаллă çемьепе калаçнă

#владимирпутин РФ Президенчӗ Владимир Путин Надымри нумай ачаллӑ ҫемьепе телефонпа калаҫнă, вĕсене вăл Сочине канма чӗннӗ пулнă.

Владимир Путин Сочине канма чĕннĕ нумай ачаллă çемьепе калаçнă
Владимир Путин Сочине канма чĕннĕ нумай ачаллă çемьепе калаçнă

РФ Президенчӗ Владимир Путин Надымри нумай ачаллӑ ҫемьепе телефонпа калаҫнă, вĕсене вăл Сочине канма чӗннӗ пулнă.

Владимир Путин Гавриленко нумай ачаллӑ ҫемйипе, вӑл чӗннипе Сочире пулнӑскерпе, телефонпа калаҫнă. Сакӑр ачаллӑ Гавриленко çемйипе Путин июнӗн 1-мӗшӗнче ҫемьесемпе онлайн тӗлпулу вӑхӑтӗнче паллашнӑ, ун чухне çемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа наградӑланӑ. Вӗсем Надымран Краснодар крайне автомобильпе пыма планлани ҫинчен каласа панă. Путин вӗсене «пӗтӗм ҫемйипе самолет ҫине ларма» сӗннӗ, Сочире вӗсене лайӑх кану йӗркелеме сӑмах панă.

Сочире Надымран килнӗ ҫемьене экскурсипе вӑйӑ-кулӑ программине хатӗрленӗ: вӗсем автодромра, Ривьера паркра, дельфинаринче пулнă, тинӗспе уҫӑлса ҫӳренӗ, Хӗрлӗ Уҫланкӑра, «Роза Хуторта» тата Олимпиада-2014 ирттернӗ Имеретин кластерӗнче пулнă. Халӗ ҫемье Кубаньте канать.

РИА НОВОСТИ.

Владимир Путин Сочине канма чĕннĕ нумай ачаллă çемьепе калаçнă
Владимир Путин Сочине канма чĕннĕ нумай ачаллă çемьепе калаçнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: