Çутă çул
+20 °С
Облачно
Çемье
18 Августа 2021, 05:27

Гавриловсем чăваш туйĕ ирттернĕ

Туя чӑваш ансамблӗсем те хутшӑннӑ.

Гавриловсем чăваш туйĕ ирттернĕГавриловсем чăваш туйĕ ирттернĕ
Гавриловсем чăваш туйĕ ирттернĕ

Тутарстанри Нурлатра чӑваш туйӗ иртнӗ. Кристина тата Михаил Гавриловсем тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратас тесе ҫавӑн пек ирттерес тенӗ.

Мӑшӑра вырӑнти тӳре-шара, ҫав шутра Нурлат хулинчи канашӑн председателӗн ҫумӗ Владимир Кашкаров, саламланӑ. Вӑл ваттисен йӑли-йӗркине пӑхӑнса пурӑнма, килти ҫӳп-ҫапа урама кӑлармалла маррине, аслисене хисеплемеллине вӗрентсе каланӑ.

«Ҫирӗп те телейлӗ ҫемье – нумай ачаллӑ ҫемье. Ҫиччӗ мар пулин те пилӗк ача та пулин пултӑр», – суннӑ вӑл.

Туя чӑваш ансамблӗсем те хутшӑннӑ.

#йӑла-йӗрке, #Нурлат, #чӑвашсем, #чӑвашлӑх, #Тутарстан, #культура, #туй

Гавриловсем чăваш туйĕ ирттернĕ
Гавриловсем чăваш туйĕ ирттернĕ
Автор:
Читайте нас