

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн мӑшӑрӗ Каринэ Хабирова хӑйӗн Instagramĕнче Уфа районӗнчи Шамонино ялӗнчи Махмутовсен тӗлӗнмелле ҫемйи ҫинчен каласа панă.
"Сентябрь - вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗ! Ҫӗнӗ пӗлӳ илмелле тата ҫӗннине яланах вӗренмелле!», - тесе ҫырнӑ вӑл.
Нумай ачаллӑ ҫамрӑк кил хуҫи Карина Хабирована корот пӗҫерме, салма касма вӗрентнӗ. "Икӗ тӗрлӗ тӗслӗхе, абзелилла – ромбикпа, кугарчăлла – йӑрӑм–йӑрӑмпа салма пĕлетĕп", - пӗлтерчӗ соцсетьре Каринэ Владимировна мастер-класс хыҫҫӑн.
Сӑмах май, Махмутовсен ҫемйи кӑҫал "Тӗслӗхлӗ пушкӑрт ҫемйи" конкурсра ҫӗнтернӗ. Ильнурпа Лилия виҫӗ пӗчӗк ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Каринэ Хабирова вӗсене ҫапла кӑмӑлланинчен тӗлӗнмелли те ҫук: "Тӗслӗхлӗ Махмутовсен ҫемйин тата "Урал-батыр" эпоса та пӑхмасӑр каласси тата пиҫиххипе кӗрешесси хăнăхнă ĕç, халӗ курайпа тата кубызпа выляма вĕренеççĕ!»
"МГ" информацийĕпе.
Фото: instagram.com/k.khabirova