-4 °С
Уҫҫӑнах
Шупашкарти Калинин районӗнчи ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк ҫемьере йӗкӗреш ҫуралнӑ. Вӗсем – хӗрачасем.
Ашшӗ-амӑшӗ ачасем валли илемлӗ ят суйлама тӑрашнӑ. Пӗрне Ангелина тесе ят хунӑ. Теприн вара ячӗ питӗ хӑйне евер. Вӑл «Сумерки» фильмри тӗп сӑнарӑн ячӗ пекрех янӑрать: Рэнэсмэ.
Сӑмах май, «Сумерки» фильмри тӗп сӑнарсен Эдвардпа Бэлла Калленӑн хӗрӗ Ренесми ятлӑ.