Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
10 Кӑрлач 2022, 10:12

Телейлĕ пĕрле

Йăлпăлакри Никитинсен ҫамрӑк ҫемйи пӗрремӗш юбилейне — йывӑҫ туйне — паллӑ тӑвать.  

Телейлĕ пĕрле
Телейлĕ пĕрле

Йăлпăлакри Никитинсен ҫамрӑк ҫемйи пӗрремӗш юбилейне — йывӑҫ туйне — паллӑ тӑвать.

Ан тив, цифра пысăк мар, анчах ҫемьепе мăнаçланмалли ҫитӗнӳ. Алексейпе Снежана Никитинсем тӑватӑ ҫул каялла паллашнă. Алексей Йăлпăлакра ҫуралнӑ, Снежана — Пăслăкра. Çак ҫулсем хушшинче мӑшӑр ура ҫинче ҫирӗп тӑрать, хӗрсем ҫитӗнтерет: Злата — тӑватӑ ҫулта, Агата — иккӗре. Ҫемье Уфара пурӑнать, час-часах ашшӗ-амӑшӗ патне района килет.

— Упӑшка пулла çÿреме юратать. Эпӗ ют ҫӗршыв ҫыравҫисен романӗсемпе детективӗсене вулама юрататӑп. Ачасем юмахсемпе музыка итлеме юратаҫҫӗ. Уявсене эпир пӗтӗм ҫемьепе хатӗрленетпӗр. Ҫемьен пĕрлехи киленĕвĕ вӑл — пӗрле аякри ҫулҫӳревсем. Пирӗн пӗчӗк йӑла пур — кашни вырсарникун ҫӑратнӑ сĕтпе икерчӗ пӗҫеретпӗр, — паллаштарать Снежана ҫемйипе.

Упӑшкипе арӑмӗ воспитани памалли пӗртен-пӗр меслет — хӑйсен тӗслӗхӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене тасалӑхпа йӗркене хӑнӑхтараҫҫӗ, ҫавӑн пекех хӑйсен ӗҫӗсемшӗн яваплӑха илме вӗрентеҫҫӗ.

— Эпир социаллӑ сетьре паллашрӑмӑр. Ҫарта служит тунӑ чухне Алексей ман пата чи малтан ҫырса ячӗ. Эпӗ пӗччен кичем каҫсене кăшт интереслĕрех ирттересшӗн пултӑм. Ҫартан таврӑнсан икӗ тӗлпулӑва кайса килетӗп те çитет, тесе шухӑшларӑм. Темӗн ҫав тери ҫаврӑнса кайрĕ, эпир ӗнтӗ пилӗк ҫул пӗрле, — каласа парать Снежана.

Ҫемье пуҫлӑхӗ хӑйӗн профессийӗпе пур ӑмӑртӑва та, конкурссене те хутшӑнать тата унӑн кӑтартӑвӗсем лайӑх. Арăмĕ ачасене воспитани парас енӗпе тӑрӑшать, Инстаграммра блог илсе пырать, харпӑр хӑй ӳсӗмӗн психологипе кӗнекисем вулать. Тата çемье сноубординга алла илнĕ, малашне ҫемьери вӑйӑ-кулла малалла та аталантарма палӑртса хунӑ.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Никитинсен çемье архивĕнчен.

Телейлĕ пĕрле
Телейлĕ пĕрле
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: