Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
14 Кӑрлач 2022, 10:36

Пушкӑртстанра ашшӗ-амӑшӗсем уйрӑм ача сачӗсене уçма сертификатсем илме пултараҫҫӗ

Пушкӑртстанра юлашки виҫӗ ҫулта 46 ача сачӗ тунӑ пулин те регионта шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсем ҫитменни сисӗнет.

Пушкӑртстанра ашшӗ-амӑшӗсем уйрӑм ача сачӗсене уçма сертификатсем илме пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанра ашшӗ-амӑшӗсем уйрӑм ача сачӗсене уçма сертификатсем илме пултараҫҫӗ

Кун пирки социаллӑ сетьсенче Пушкӑртсен Пуҫлӑхĕ Радий Хабиров аса илтернӗ.
Пушкӑртстанра юлашки виҫӗ ҫулта 46 ача сачӗ тунӑ пулин те регионта шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсем ҫитменни сисӗнет. 2019 ҫулта республикӑра уйрӑм ача сачӗсен сертификачĕсен тытӑмне кӗртмелли проект хута янӑ, ăна Раҫҫей Вĕренÿ министерствин эксперчӗсем ҫак енӗпе ҫӗршыври чи лайӑх практика тесе йышӑннӑ. Проект тӗп тӗллевӗ - патшалӑх уйӑхра 6 пин тенкĕ ача пуҫне уйрӑм ача сачӗсене уйӑрса парасси. Пилот проекчӗ Стерлитамакра стартланă, унтан эксперимента Уфапа Нефтекамск хутшăннă. Кӗҫех система Иглинра тата Октябрьски хулинче ӗҫлеме тытăнĕ.
- Сертификат илме муниципалитет ача садӗнче вырӑн пулман хушăра, икӗ уйӑхран пуҫласа виҫӗ ҫул таран ÿсĕмри ачасен ашшӗ-амӑшӗсен е саккун представителӗсен право пур, - аса илтернӗ Радий Хабиров социаллӑ сетьсенче. Сертификат илес тесен ачан ашшӗ-амӑшӗсен пурӑнмалли вырӑнти вӗренӳ уйрӑмне каймалла.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра ашшӗ-амӑшӗсем уйрӑм ача сачӗсене уçма сертификатсем илме пултараҫҫӗ
Пушкӑртстанра ашшӗ-амӑшӗсем уйрӑм ача сачӗсене уçма сертификатсем илме пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: