Çутă çул
-2 °С
Юр
Пур хыпар та
Çемье
21 Кӑрлач 2022, 08:49

2022 ҫулта çуралнă пӗрремӗш ача Айша пулчӗ

Пишпÿлек районенчи ЗАГС даннăйĕсемпе...

2022 ҫулта çуралнă пӗрремӗш ача Айша пулчӗ
2022 ҫулта çуралнă пӗрремӗш ача Айша пулчӗ

2022 ҫулта районта пилӗк мӑшӑр регистрациленӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Пишпӳлекри Владимир тата Айгуль Масловсем пӗрремӗш ҫӗнӗ çынсем пулса тӑнӑ. Мӑшӑрланнисенчен чи асли 1962 ҫулта ҫуралнӑ, чи ҫамрӑкки вара — 2001 ҫулта. Кӑҫалхи пӗрремӗш уйӑхра кӑна тӑватӑ мӑшӑр уйрӑлнӑ. 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче районта пӗрремӗш ача — Айша ятлӑ хӗрача ҫуралнӑ. Кӑҫалхи виҫӗ эрне хушшинче пĕтĕмпе сакӑр ача ҫут тĕнчене килнĕ. Вӗсен хушшинче: Айша, Муса, Эльмир, Таисия, Матвей, Юлия, Милана, Ева. Икӗ ача ҫемьере малтанхи ачасем пулса тӑнӑ, виҫҫӗшӗ — иккӗмӗшӗ, иккӗшӗ — виҫҫӗмӗшӗ, пӗри — пиллӗкмӗш ача. Чи ҫамрӑк анне 2001 ҫулта ҫуралнӑ, чи асли — 1975 ҫулта.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.

 

2022 ҫулта çуралнă пӗрремӗш ача Айша пулчӗ
2022 ҫулта çуралнă пӗрремӗш ача Айша пулчӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: