Çутă çул
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
21 Кӑрлач 2022, 20:35

22.02.2022 кун тӗлне Пушкӑртстанра мӑшӑрланнине регистрацилеме нумайăн килеҫҫӗ

Ҫамрӑксем час-часах мӑшӑрланма чи паллӑ кун шыраҫҫӗ.

22.02.2022 кун тӗлне  Пушкӑртстанра мӑшӑрланнине регистрацилеме нумайăн килеҫҫӗ
22.02.2022 кун тӗлне Пушкӑртстанра мӑшӑрланнине регистрацилеме нумайăн килеҫҫӗ

Ҫав кун республикӑра пурӑнакан 332 мӑшӑрланакан туй тăвас кӑмӑлне пӗлтернĕ.
22.02.2022 пӗтӗм ЗАГСра ажиотаж пулать. Малта "илемлӗ" кун ҫитиччен тата уйӑх, çапах та ҫав кун мӑшӑрланас текенсем вара ҫав тери нумай.
Ҫамрӑксем час-часах мӑшӑрланма чи паллӑ кун шыраҫҫӗ. 2022 ҫулта ку кун февралӗн 22-мӗшӗнче, число — 22.02.2022 "куҫкӗски" курӑмӗнче йӗркеленет. Кун пек датăна палиндр теҫҫӗ-ха.
Аса илтерер-ха, мӑшӑрланасси пирки заявление мӑшӑрланмалли кун ҫитиччен пӗр уйӑх маларах параҫҫӗ. Ҫапла вара февралӗн 22-мӗшӗнче мăшăрланма панă заявленисене йышӑнма тата тепӗр кун пур. Заявлени пама электронлӑ майпа патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсен Пӗрлехи порталӗ, е ЗАГС уйрӑмне харпӑр хӑй тӗллӗн пырса пама пулать.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.

22.02.2022 кун тӗлне  Пушкӑртстанра мӑшӑрланнине регистрацилеме нумайăн килеҫҫӗ
22.02.2022 кун тӗлне Пушкӑртстанра мӑшӑрланнине регистрацилеме нумайăн килеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: