Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
21 Кӑрлач 2022, 12:14

Раҫҫейре алимент тÿлекенсене явап тыттарассине вӑйлатнӑ

Халӗ саккун укҫана кӑштах тӳлекенсене те тӗрмене лартма май парать.

Раҫҫейре алимент тÿлекенсене явап тыттарассине  вӑйлатнӑ
Раҫҫейре алимент тÿлекенсене явап тыттарассине вӑйлатнӑ

Халӗ саккун укҫана кӑштах тӳлекенсене те тӗрмене лартма май парать.
ПР УФССП пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022 ҫулхи январĕн 10-мӗшӗнчен пуҫласа Уголовлӑ кодексри 157 статьяна улшӑнусем кӗртнӗ. Халӗ алимент тӳлевҫине (ачисене е ӗҫлеме пултарайман ашшӗ-амӑшне пăхса тăма) хирӗҫ уголовлӑ ӗҫ, тӳлевсем пулнӑ пулсан та, суд тунӑ чухне е нотариус килӗшӗвӗ тӑрӑх палӑртнӑ тулли мар виҫепе тÿлесен, уçма пултараççĕ. Ҫавӑн пек тирпейсӗр ашшӗ-амӑшне юсану е ирӗксӗрлесе ӗҫлеттересси, е 1 ҫулччен ирӗклӗхсӗр тӑратса хӑварасси, е 3 уйӑхчен арестлесси кĕтет.
Уйрӑм парӑмсемшӗн алимент тӗлӗшпе административлӑ айăплав та вӑйлӑланнӑ. КоАПри юлашки улшӑнусем тӑрӑх, ҫакӑн пек путсĕр ашшӗ-амӑшӗсене 150 сехет ирӗксӗрлесе ӗҫлеттересси, е 10 талӑкран пуҫласа 15 талӑка ҫитиччен арестлесси, е 20000 тенкӗ штраф тӳлесси кĕтет.
"МГ" информацийĕпе.

Раҫҫейре алимент тÿлекенсене явап тыттарассине  вӑйлатнӑ
Раҫҫейре алимент тÿлекенсене явап тыттарассине вӑйлатнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: