Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
31 Кӑрлач 2022, 09:01

90 ҫул юрӑпа туслă

Пишпÿлекри Юлия Васильевна Таймасова пурнӑҫ ҫулӗсене аса илет.  

90 ҫул юрӑпа туслă
90 ҫул юрӑпа туслă

Пишпÿлекри Юлия Васильевна Таймасова пурнӑҫ ҫулӗсене аса илет.

"Пишпӳлек районӗнчи Пишпÿлек ялӗнче хресчен ҫемйинче 1932 ҫулта хӗлле ҫуралнӑ эпĕ. Эпӗ асли, Устиния 1937 ҫулхи, Анна 1941 ҫулхиччĕ. Анне Литвинов ячӗллӗ колхозра ӗҫлетчĕ. Пирӗн атте артиллерист пулнӑ, фронтра Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнӗ. Атте 3-мӗш класра вӗренмелли ҫӗнӗ кӗнекесем илнине лайӑх астӑватӑп. Аттене 1941 ҫулхи июлӗн 23-мӗшӗнче вӑрҫа ӑсатнисем халĕ те асра юлчӗҫ. Пирӗн атте хыпарсӑр ҫухалчӗ.

1942 ҫултанпа аннепе пӗрле колхозра ӗҫлеме пуҫларӑм. Кун каҫиччен ачасем 100-150 грамм ҫӑнӑх илнӗ, аслисем вара 200-300 грамм. Ҫакӑншӑн эпир питӗ савӑнтӑмӑр. Киле таврӑнсан анне каҫхине пӑтӑ — муçтанкка — ҫӗрулмипе ҫӑнӑхран пӗҫеретчĕ. Тутлӑ та хырăм та тутӑ. Каярахпа 1943-1944 ҫулсенче колхозра обществӑлла апатлантарассине йӗркелеме тытӑнчĕç. Ҫӗнӗ тырӑран ҫӗнӗ ҫӑкӑр пӗҫеретчĕç, уй-хир ĕççи вӑхӑтӗнче вара пурне валли те яшка пӗҫеретчĕç. Мана хирти кухньӑра ĕçлеме ҫирӗплетрӗҫ. Ҫӗрулми шуратма, кӑвайт валли вӑрманта ҫапӑ пуҫтарма, ҫырмаран шыв илсе килме хушатчĕҫ. Апат ҫинӗ чухне аслисем мана та, апат пĕçернĕ аслисене те яланах мухтатчӗҫ. Час-часах аякри уйсене кайсан, ҫӗр каҫма юлаттӑмӑр. Каннӑ самантсенче аслисем пĕрмай юрӑсем юрлатчĕç. Ĕçе кайнă ункай та, таврăннă чух та юрланӑ.

1952 ҫулта 10 класс пӗтертӗм. Шкулта математикӑна питӗ юрататтӑм, тен, ҫавӑнпа мана тӳрех госбанка ӗҫлеме илчӗҫ. Унтан собесра ӗҫлерӗм.

Пишпÿлек каччине Юлий Таймасова качча тухрăм. Унпа эпир тӑватӑ ача ҫуратса ӳстертӗмӗр.

Вырӑнти клубра художество пултарулӑх смотрӗсене яланах хутшӑнаттăм. Художество ертӳҫи пулса Мелевĕспуçĕнчи Вуколов-Эрлик ӗҫлетчӗ ун чухне. Пире тантӑшпа иксĕмĕре режиссер "Нарспи" поэмӑн тӗп героинин партине икӗ сасӑпа юрлама вӗрентрӗ. Спектакль вырӑнти халӑхра пысӑк хисеппе усă куратчĕ!

Чӑваш фольклор ушкӑнӗн йышӗнче "Шурӑ хурӑн" халӑх фольклор коллективӗнче концертсемпе сцена çине тухни, терĕрен смортсене çÿрени пурнӑҫра чи уҫӑмлӑ та вӑйлӑ асаилӳсем пулса юлчӗҫ. 1986 ҫултан пуҫласа ҫак пултарулӑх коллективне ҫӳреме пуҫларӑм. Шел те, хальхи ҫамрӑк ӑру халӑх юррисем енне туртӑнма пӑрахнӑ.

Эпӗ райцентрта Наташа хӗрпе тата Николай кӗрӳпе пысӑк та ҫутӑ ҫуртра пурӑнатӑп".

Владимир СМОЛОВ çырса илнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра (№5, февралĕн 4-мĕшĕ) вулăр.

 

90 ҫул юрӑпа туслă
90 ҫул юрӑпа туслă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: