Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
1 Нарӑсӑн 2022, 21:25

Пишпÿлекре ылтӑн юбилярсене саламланă

Аллӑ ҫул мӑшӑрлӑ пурăннă пурнӑҫ - пысӑк пахалӑх, ӑна ҫӑмӑлах мар ӗҫ урлӑ темиҫе ҫул хушши йӗркеленĕ.

Пишпÿлекре ылтӑн юбилярсене саламланă
Пишпÿлекре ылтӑн юбилярсене саламланă

Аллӑ ҫул мӑшӑрлӑ пурăннă пурнӑҫ - пысӑк пахалӑх, ӑна ҫӑмӑлах мар ӗҫ урлӑ темиҫе ҫул хушши йӗркеленĕ. Ҫур ӗмӗр пӗрле пурӑннӑ ҫынсем пӗр-пӗрне юратнине, хисепленине, шаннине тата чунтан парӑннине ҫирӗплетсе панӑ. Юратупа килӗштерсе пурӑннӑ телейлӗ мӑшӑрсем яланах телейлӗ пулнӑ тата вӗсене хисепленӗ.
2022 ҫулхи январĕн 29-мӗшӗнче Пишпӳлек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Александрович Семенов тата Пишпӳлек районӗнчи ЗАГС пайӗн начальникӗ Ирина Витальевна Михайлова Пишпÿлекре пурăнакан Галимуллинсен, Юсуповсен, Шариповсен çемйисенче пулса курнă, çак çемьесем пурте ылтӑн туй паллӑ тунӑ.
Пишпÿлек ял тӑрӑхӗнче мӑшӑрсен ылтӑн юбилейне чыслани яланах савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртекенчĕ. Шел пулин те, коронавирус инфекцийӗ сарӑлса пынине пула юбилярсене апла чыслама май ҫук, ҫапах та ҫемьепе ҫывӑх ҫынсем мӑшӑрсене юбилейпе саламланă тата вӗсене Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗнчен Р. Ф. Хабировран асӑнмалӑх адреслă салам тата парне панă, нумай ҫул хушши телейлӗ пурнӑҫпа, пӗр-пӗрне ӑнланса пурăнма тата ырлӑх суннă.
Сăнÿкерчĕксем: Пишпӳлек ял совечĕн социаллă сетьри страницинчен.

Пишпÿлекре ылтӑн юбилярсене саламланă
Пишпÿлекре ылтӑн юбилярсене саламланă
Пишпÿлекре ылтӑн юбилярсене саламланă
Пишпÿлекре ылтӑн юбилярсене саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: