Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
25 Нарӑсӑн 2022, 11:27

Ҫемье вăл — юратакан, хаклакан тата кӗтекен вырӑн

Кистенлĕри Сидоровсен ҫемйи — ахаль ҫемье, анчах вӗсем пӗр-пӗринпе ăшшăн хутшӑннипе, ӗҫченлӗхĕпе палăрса тăраççĕ.

Ҫемье вăл — юратакан, хаклакан тата кӗтекен вырӑн
Ҫемье вăл — юратакан, хаклакан тата кӗтекен вырӑн

 

Кистенлĕри Сидоровсен ҫемйи — ахаль ҫемье, анчах вӗсем пӗр-пӗринпе ăшшăн хутшӑннипе, ӗҫченлӗхĕпе палăрса тăраççĕ. Вӗсем ҫемйиче улттӑн: ҫемье пуҫӗ Александр Иванович, мӑшӑрӗ Ирина Николаевна, аслӑ хӗрӗ Алевтина, ывӑлӗ Николай, вӑтам хӗрӗ Татьяна тата кӗҫӗнни Вероника.

Çемье пуҫлӑхӗ — ăста токарь, ун патне пирӗн районтан кӑна мар, унӑн чиккинчен те тӗрлӗ хуçалăхран пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӑл "Муравей" мотороллерсем заказпа туса хатӗрлет. Унӑн хуҫалӑхӗнче "Беларус" трактор, Т-16 трактор, автомобиль пур. Ирина Николаевна — кил вучахĕн управҫи. Унӑн черчен хулпуҫҫийӗ ҫинче пӗтӗм ҫурт тытӑнса тӑрать: унӑн хатӗрлемелле, тӑрантармалла, кил-çурта тирпейлемелле, амăшне пӑхмалла. Вӑл ветеринари тухтӑрӗ, ун патне районти тӗрлӗ ялтан пыраҫҫӗ. Мӑшӑрсем пысӑк хуҫалӑх тытаҫҫӗ. Ҫемьен чи пысӑк тивӗҫӗ — ҫемье ӗҫне малалла тӑсни, вĕсем хурт-хӑмӑр ӗрчетеççĕ.

Ирина Николаевнӑн амăшĕ, Валентина Дмитриевна 87 ҫулта, вӑл — ӗҫ ветеранӗ, яланах ĕçре малта пулнӑ. Николай мӑшӑрӗпе пилӗк ача ҫуратса ӳстернӗ. Ĕç ветеранĕ ӗмӗрӗ тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ, утар пӑхса пурӑннӑ, яланах малта пыракан сысна пăхакан пулнӑ. Ӑна ахальтен мар ĕнтĕ туя сысна ҫури те парнелене. Хисеплĕ ватă çын 10 мӑнукӗпе, мӑнукӗсен 13 ачипе пуян, часах мӑнукĕсен мăнукĕ çуралмалла.

Ирина Николаевнӑпа Александр Ивановичăн ачисем ҫемье ҫавӑрнă, хӑйсен пурнăç çулне тупнă. Алевтина хӗрӗ Пишпÿлекри тĕп район больницинче санитаркӑпа ӗҫлет. Унӑн ҫемйинче икӗ хӗр тата ывӑл. Николай Ермолкинра пурӑнать, мӑшӑрӗпе тӑватӑ ача ҫитӗнтерет, ҫемье ӗҫне малалла тӑсать, утар тытать. Татьянӑпа мӑшӑрĕ икӗ хӗр ҫитӗнтереҫҫӗ, Пишпÿлекре пурӑнаҫҫӗ. Хĕрарăм Пишпÿлекри больницăра кадрсен пайӗнче ӗҫлет. Вероника ҫемйипе Пелепейре пурӑнаҫҫӗ, вӗсен хӗр ӳсет. Виолетта садике ҫӳрет, ташӑпа киленет, бассейна ҫӳрет. Вероника хӑй "Витамед" медицина центрӗнче тата Пелепейри физкультурӑпа сывлӑх центрӗнче ӗҫлет.

— Чӑн-чӑн ҫемье вӑл — тӑвансем пулнинчен ытларах. Ҫакӑ вӑл пӗр-пӗрне шанни, пӗр-пӗрне юратни, пӗр-пӗрне хисеплени, пулӑшу ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхни. Ҫакӑ вӑл кашни ҫын хаклӑ тата нимпе улӑштарма пулманни. Пирӗн пӗр-пӗринчен секретсем ҫук, пурте хисеплеҫҫӗ, ӑнланаҫҫӗ тата шанаҫҫӗ, — ҫавӑн пек телейĕн ансат рецепчĕпе паллаштарчĕ Сидоровсен ҫемйи.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.

 

Ҫемье вăл — юратакан, хаклакан тата кӗтекен вырӑн
Ҫемье вăл — юратакан, хаклакан тата кӗтекен вырӑн
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: