Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Çемье
3 Мартӑн 2022, 09:28

Леонтьевсен сапфир туйӗ

Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Пишпӳлекри Петр Федоровичпа Тамара Леонидовна Леонтьевсем сапфир туйне паллӑ тӑваҫҫӗ.  

Леонтьевсен сапфир туйӗ
Леонтьевсен сапфир туйӗ

Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Пишпӳлекри Петр Федоровичпа Тамара Леонидовна Леонтьевсем сапфир туйне — 45 ҫул пӗрле пурӑннине паллӑ тӑваҫҫӗ.

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫулӗ – ҫемье календарĕнчи чи пӗлтерӗшлӗ датӑсенчен пӗри. 45 ҫулхи юбилее пӗрлехи пурнӑҫӑн уявӗ ахальтен мар сапфир туйӗ теҫҫӗ. 45 ҫул пӗрле пурӑннӑ икӗ ҫыннӑн пĕрлĕхӗ питӗ ҫирӗп пулмалла. Ҫак уяв юбилярсемшӗн, вӗсен ачисемпе мӑнукӗсемшӗн пысӑк пулӑм шутланать. Леонтьев мӑшӑрсем —-ватӑ ҫынсем, вӗсем тахҫанах тивӗҫлӗ канура. Вӗсен вӑрӑм пурнӑҫӗ, паллах, пулӑмсемпе, тӗлпулусемпе тулли, ачасем ҫитӗнсе пынипе тата мӑнукӗсем ҫуралнипе савӑнӑҫпа тулли.

"45 ҫул пӗрле пурӑнни пӗр самант пек вӗҫсе иртрӗ, мӗншӗн тесен ӗҫ кунӗсенче тата кулленхи хĕвĕшÿре иртрӗҫ, — теҫҫӗ мӑшӑрсем. Пурнӑҫра кирек мӗнле япала та пулатчӗ: лайӑххи те, япӑххи те, хавасли те, хурлӑхли те, кӑмӑлли те, питех марри те. Анчах та пуринчен ытла эпир пӗр-пӗрне юратма, хисеплеме тата пӗр-пӗрне ӑнланма пултартӑмӑр. Ҫамрӑк мӑшӑрсене пурне те сапфир туйӗччен телейлӗ пурӑнма сунатпӑр!»

 Анчах та мӑшӑрсем пӗр-пӗрне суйланӑ чухне йӑнӑшманни пуринчен пысăкрах тупра пулса тăрать. Аслӑ пӗлӳ илнӗ виҫӗ хӗр ҫитӗнтернӗ тата пӑхса ӳстернӗ. Пирӗн юбилярсен пысӑк та туслӑ ҫемье, вӗсен мĕнпе мăнаçланмалли пур, мӗншӗн тесен вӗсем ҫичӗ мӑнук пӑхса ӳстерес ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ.

"Эпир 1974 ҫулта паллашрӑмӑр, — аса илет Тамара. — Эпӗ 17 ҫулта, Петя 20 ҫултаччĕ. Вӑл Кандракуль ялне килнӗ. Унта эпир паллашрӑмӑр та. Пирӗн тӗлпулусем виҫӗ ҫул хушши пычӗҫ. Петр пирӗн яла машинӑпа килетчĕ, ташлама пӗрле ҫӳреттĕмĕр. Вӑл Тельман ячĕллĕ колхозра. водительте ӗҫлетчӗ. Эпӗ больницӑра повар пулса ӗҫлерӗм.

1977 ҫулхи мартӑн 6-мӗшӗнче эпир хамӑр хушӑри хутшӑнусене мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа ҫыхӑнтарма шут тытрӑмӑр. Ҫав кун ҫил-тӑман вӗҫтеретчĕ, автомобиль кортежӗ вырӑнне ДТ-75 гусеницӑллӑ трактор пулчĕ. 1982 ҫулта эпир ҫурт лартрӑмӑр та хамӑр ҫурта куҫрăмӑр".

Хальхи вӑхӑтра вӗсем килти хуҫалӑхра ӗҫлеҫҫӗ, пахчана хаваспах пӑхаҫҫӗ. Тамара чечек ӳстерме юратать.

Хаклă çыннисене мĕнпур ачисем, мăнукĕсем, çывăх çыннисем, тăванĕсем саламлаççĕ, мĕнпур ыррине сунаççĕ.

Людмила ГАВРИЛОВА,

Пишпÿлек ялĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Леонтьевсен çемье архивĕнчен.

Леонтьевсен сапфир туйӗ
Леонтьевсен сапфир туйӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: