Каминкери Грешняковсем 52 ҫул иртсен те малтанхи пекех пӗр-пӗрин ҫине юратса пӑхаҫҫӗ
Ҫынсем юратаҫҫӗ, авланаҫҫӗ, хӑйсен шӑписене ӗмӗрлӗхех пӗрлештернине ӗненеҫҫӗ. Пӗрисен, чӑнах та, нумай ҫул пӗрле пурӑнма май килет, теприсен вара ку енĕпе сахалтарах ӑнать. Каминкери Грешняков мӑшӑрсене ку тӗлӗшпе пуринчен те телей пÿрнĕ, вӗсем топаз туйне палӑртнă. 52 ҫултан та мӑшӑрсем малтанхи пекех пӗр-пӗрин ҫине юратса пӑхаҫҫӗ. Шăпана ылмаштарман пулĕччĕç.
Виктор Петровичпа Елена Петровна ачаранпах ӗҫе хӑнӑхнӑ, хӑйсен ачисене те ҫавӑн пекех воспитани панӑ. Пӗр-пӗринчен ытла инҫе пурӑнман. Вӑл Каминке ялӗнче, вӑл — Утшанза ялӗнче. Ҫамрӑк ҫынсен пирвайхи тӗлпулӑвӗ "Завета Ильича" колхоз кантурӗнче пулнă. Ун чухне çуралнă килĕштерни майӗпен пысӑк туйӑмсем пулса вăй илнĕ. 1970 ҫулхи майӑн 12-мӗшӗнче мӑшӑрсем туй тунӑ.
Мӑшӑрсен иккӗшӗн те ӗҫлӗ çулĕ колхозра пуҫланнӑ. Виктор Петрович 1966 ҫулта Мелеузри автошкултан вӗренсе тухнӑ та колхоз председателӗн водителӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 1968 ҫулта Виктора ҫара илнӗ. Икӗ ҫул хушши Мурманск облаҫӗнчи Североморск-1 хулинче служит тунӑ, аслӑ сержант пулса таврăннă. Ҫар хыҫҫӑн Виктор Петрович арман заведующийӗнче ӗҫленĕ, ӑна районти чи лайӑх шофер тесе йышӑннӑ, уншӑн "Жигули" автомобиль панӑ. Вӑл ҫавӑн пекех комплекслӑ бригада бригадирӗ, унтан колхоз председателӗ пулнӑ, "Чишма" агрофирма управляющийӗнче ӗҫленӗ. Виктор Петрович — районти хисеплӗ ҫын, район совечӗн депутатне темиҫе хут та суйланӑ, паян Каминке старости пулса тӑрать.
Елена Петровна Азербайджанри Баку хулинче ҫуралнӑ. Ҫак хулара унӑн ашшӗ служит тунӑ, унта вырӑнти хӗрпе паллашнӑ, ăна Каминке ял совечӗн Утшанза ялне илсе килнӗ. 1964 ҫулта Елена Петровна вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ, Стерлитамакри вӗренӳ колледжне вӗренме кӗнӗ. Елена Петровна Каминке, Çирĕклĕ ветеринари участокӗсен заведующийӗ, "Заветы Ильича" колхозра ветеринари врачӗ пулса пенси тухичченех ӗҫленӗ. Ял ĕҫченĕсен хавхалантармалли грамотӑсем, наградӑсем нумай.
Упăшкипе арăмĕ ҫур ӗмӗр ытла пӗрле. Вӑхӑт сисӗнмесӗрех иртсе кайнӑ, теҫҫӗ, пурнӑҫра тем те пулнӑ, анчах яланах пурне те пӗрле тӳссе ирттернӗ, савӑнӑҫа перле пайланă. Вӗсем тӑватӑ ача пӑхса ӳстернӗ: Ирина — вӑтам шкул директорӗ, Екатерина — америкӑн нефть компанийӗнчи база начальникӗ, Лариса — пуҫламӑш классен учителӗ, Пелепейри 8-мӗш шкул директорӗн воспитани ӗҫӗн заместителӗ, Сергей — нефть компанийӗн инженерӗ. Ачисем асламӑшӗпе аслашшӗне, кукашшĕпе кукамăшне çичĕ мӑнукпа тата мăнукĕсен пĕр ачипе телейлӗ тунӑ.
Карина ПАВЛОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.