Чи малтан, ку 2020 ҫулта пандеми чарăвĕсемпе ҫыхӑннӑ, ЗАГСсем ӗҫлемен, ҫынсем те туйсене ирттермелли вăхăта йышлӑн куçарнă, е пачах пӑрахӑҫланӑ.
Пӗлтӗр республикӑра 23 036 мӑшӑр (2020 — 19 270) регистрациленӗ.
Мӑшӑрланакансен вӑтам ҫулӗ пӗрремӗш хут улшӑнманпа пӗрех — хĕрарăмсемшĕн 26,5 ҫул, арҫынсемшӗн 28,8 ҫул (2020 ç.— 26,6 тата 28,9 ҫул).
118 хӗрпе 13 каччӑ регистрациленнӗ кун ҫул ҫитменнисем пулнӑ. 722 каччӑпа 462 хӗр 60 ҫултан аслӑрах ÿсĕмре пĕрлешнĕ (2020 — 571 каччӑпа 328 хӗр).
Каччӑсен 28 процентне яхӑн, хӗрсен 30 процент ытла процентне яхăн иккĕмĕш хут мӑшӑрланнӑ.
Акӑ 2020 ҫулта ачасем ытларах çуралнă — 41025, 2021 çулта — 39425 ача.
Регистрациленӗ мӑшӑрӑн 2021 ҫулта 32 482 ача ҫуралнӑ (2020 ҫулта — 33 867 ача). Официаллӑ мӑшӑрлану тулашӗнче 6943 ача ҫуралнӑ (2020 ç. — 7158).
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.